Вольфрам
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Вольфрам/Wolframium (W) | |
---|---|
Атом номерĕ | 74 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | ![]() |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
183,84 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 141 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
769,7 (7,98) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Xe] 4f14 5d4 6s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 170 пм |
Ион радиусĕ | (+6e) 62 (+4e) 70 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1,7 |
Электрод потенциалĕ | W ← W3+ 0,11 В W ← W6+ 0,68 В |
Оксидлав капашĕсем | 6, 5, 4, 3, 2, 0 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 19300 кг/м³ 19,3 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 24,27[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 173 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 3422 °C, 3695 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 191 кДж/кг 35 кДж/моль |
Вĕрев температури | 5555 °C, 5828 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 4482 кДж/кг 824 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 9,53 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубическая калăпăшĕпецентăрланă |
Решетке периочĕ | 3,160 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | 310,00 K |
W | 74 |
183,84 | |
4f145d46s2 | |
Вольфрам |
Вольфрам —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, авăр хисепĕ 74, символĕ W (лат. Wolframium), хытă сăрă куçăмлă металл.
Этимологи
тӳрлетЭлементăн Wolframium ячĕ вольфрамит минералтан килет, вăл XVI ĕмĕрте «кашкăр кăпăкĕ» — «Spuma lupi» латтыньле, е «Wolf Rahm» нимĕçле ятпа палăртнă. Вольфрам,тăхлан тăприсемпе пĕрле тухса, тăхлана шăратса кăларма чăрмантарнă — кăпăклă çунăка куçăрнă («кашкăр сурăха кăшланă пекех тăхлана пĕтерет» тенĕ).
Халĕ АПШ, Аслă Британи тата Франци çĕршывĕсенче вольфрама «tungsten» (шв. tung sten - «йывăр чул») ятпа палăртаççĕ.
Тупăçлани
тӳрлетВольфрамăн çĕр айĕнчи управĕсене Боливире, Китайра (тĕнчери 75% вольфрама тупăçлать), Португалире, Раççейре, АПШра тата Кăнтăр Корейра тупнă.
Вольфрама тăпраллă концентратсенчен WO3 триоксида уйăрса кăлараççĕ, хыççăн металлă çăнăха çитиччен водородпа 700 °C температурăра çĕнетеççĕ. Вольфрамăн шăрану температури çӳллĕ пирки çăнăхлă металлурги меслечĕпе усă кураççĕ: тупăшланă çăнăха пăчăртаççĕ, атмосферăра водородпа 1200 — 1300 °C температурипе пĕçертеççĕ, кайран ун витĕр электрический ток яраççĕ. Металла 3000 °C тарин ăшăтаççĕ, çакăн чух монолитлă материал пиçет. Малашнехи тасатупа монокристалл хормиллĕ зонăллă шăрану мелĕпе тăваççĕ.
Физика пахалăхĕсем
тӳрлетВольфрам — çутă кăвак металл, çӳллĕ температурăра çеç шăранма тата вĕреме кĕрет.
Изотопĕсем
тӳрлет
Усă курни
тӳрлетТĕп усă курмалли — металлургире йывăр шăранакан материалсенче. Шăрантару енчен питĕ хивре, яланхиллĕ чухне хими енчен çирĕп.
Металлă вольфрам
тӳрлет- Мăран шăранăвне тата çемçелĕхне пула вольфрамран çутă хатĕрĕсенчи (приборĕсенчи) хĕртӳллĕ çипĕсене тăваççĕ, çаплах кинескопра тата вакуумлă урăх кĕпçесенче те усă кураççĕ.
Ытти çĕрте усă курни
тӳрлетИскусствăллă радионуклида 185W япаласене тĕпченĕ чух радиохастар тĕлли вырăнĕнче усă кураççĕ.
Изотопĕсем
тӳрлетÇутçанталăкри вольфрамăн пилĕк изотопĕ (180W, 182W, 183W, 184W и 186W). Искусствăллă 27 радионуклидне хĕртсе кăларнă. 2003 çулта çутçанталăкри вольфрамăн çав тери хавшак радиохастарлăхне тĕпчесе уçнă (пĕр грамм шутне çулта икĕ аркану çеç), α-хастарлăхпа çыхăннă 180W, унăн çурма аркану тапхăрĕ 1,8×1018 çул.
Вольфрам пасарĕ
тӳрлет99% таса металлă вольфрам штабикĕсем 2006 çулта пĕр килограмм вăтамран 45—50 АПШ долларĕпе хакланă.
Биологири ĕç вырăнĕ
тӳрлетВольфрамăн биологиллĕ пахи çук. Волфрам тусанĕ ӳпкесене, кăкăра тата пыра лексен ĕсĕклентерет.
Асăрхатарусем
тӳрлет- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Советская энциклопедия. — Т. 1. — 100 000 экз.
Каçăсем
тӳрлет- Вольфрам Webelements çинче
- Вольфрам хутăш шăранчăкĕсен историйĕ 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вольфрам Хими элеменчĕсен халăх валли вулавăшĕнче 2019 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вольфрамăн тĕнче хакĕсем (акăлч.) 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.