Неодим
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Неоди́м/Neodymium (Nd) | |
---|---|
Атом номерĕ | 60 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | Шурă кĕмĕл тĕслĕ ылтăн тĕслĕрех сайра çĕр металĕ Сывлăшра çăмăллăн çунать |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
144,24 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 182 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
531,5(5,51) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Xe] 4f4 6s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 184 пм |
Ион радиусĕ | 99,(+3e) 5 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1,14 |
Электрод потенциалĕ | Nd←Nd3+ −2,32В Nd←Nd2+ −2,2В |
Оксидлав капашĕсем | 3 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 7,007 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 27,42[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | (16,5) Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1294 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 7,1 кДж/моль |
Вĕрев температури | 3341 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 289 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 20,6 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | гексагональная |
Решетке периочĕ | 3,660 Å |
c/a танлашăнни | 1,614 |
Дебай температури | n/a K |
Nd | 60 |
144,24 | |
4f46s2 | |
Неодим |
Неодим — Элементсен периодикăллă системин 60-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.
Истори
тӳрлетПразеодима 1885-мĕш çулта австри химикĕ К. Ауэр фон Вельсбах уçнă.Вăл швед химикĕ Мосандер Карл Густав уçнă дидим элемент икĕ çывăх физика-хими пахалăхлă элемент хутăшĕ пулнине палăртнă. Вĕсене вĕл неодим тат празеодим ят панă. Анчах неодима 1925-мĕш çулта кăна уйăрнă.
Ячĕ
тӳрлетЯчĕ икĕ грек сăмахне: νέος «çĕнĕ» тата δίδυμος «йĕкĕреш» пĕрлештернипе пулнă.
Туса илни
тӳрлетЫтти сайра çĕр металлĕсемпе пĕрле туса илеççĕ. Экстракципе е хромотографипе тата майлă кристаллизицеленĕ чухне празеодим ытти çăмăл лантаноидсемпе пĕрле пухăнать, кайран неодимпа пĕрле уйрăлать. Неодим металне ирĕлтернĕ фторид е хлорид тăварĕсенчен (NdF3, NdCl3 Li, К, Са, Ва галегоничĕсене хушса) электролизпа туса илеççĕ. Электролиза 1000 °С таран хĕртсе 4,7 А/см2 токпа иртереççĕ. Графит электродсем усă кураççĕ.
Хакĕ
тӳрлет99-99,9 % тасалăхлă 1 грамм неодимăн хакĕ 2 - 5 доллар. Хакĕ туса илнĕ технгологипе çĕршывран, сутакан формăран тата усă курас тĕллеврен килет. Хальхи вăхăтра, тĕнчери экономика кризисĕ пирки, тĕп пасарсенче (Китай, Япони, США)хакĕсем чакаççĕ.
Усă курни
тӳрлетлантаноидсем хушшинче неодим самарипе, церипе, лантанпа пĕрле чи усă куракан элемент. Неодима усă куракан тĕп вырăнсем:
- хурçăпа ытти сплавсене легировать туни. Неодима 1,5 % таран хушсан таса титанăн в çирĕплĕхĕ пĕррĕ çурă хут ӳсет;
- хăватлă магнит:(неодим-иттри-кобальт, неодим-тимĕр-бор);
- тĕслĕ кантăк (хĕрлĕ кăвак неодим кантăкĕ) тата лазер материалĕсем (хум тăршшĕ 1063 нм) тума;
- ял хуçалăхĕнче тупăш ӳстерме, часрах шăтарма вăрлăха сапма усă кураççĕ;
- Висмутпа сурьма теллуричĕсенчен тунă термоэлектрика материалĕсен çирĕплĕхне тата термо_ЭДСне вăйлă ӳстерет.
- Неодим оксичĕ питĕ сахал сарăлакан коэффициентлă диэлектрик;
- Неодим фторичĕ оптоэлектроника валли питĕ пахалăхлă кантăк çипписем тума усă кураççĕ.
- НЕодим теллуричне термоэлектрика материалĕсенче усă кураççĕ. Вăл çирăплĕхне ӳстерет тата электрофизика пахалăхĕсене лайăхлатать. Термо-ЭДМ 170 мкВ/К.
Изотопĕсем
тӳрлетÇутçанталăкри неодим çичĕ изотопран: 142Nd (27,2 %), 143Nd (12,2 %), 144Nd (23,8 %), 145Nd (8,3 %), 146Nd (17,2 %), 148Nd (5,7 %), 150Nd (5,6 %) тăрать. Скобкăра çутçантăлăкри хутăшри виçине палăртнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ, пĕлнĕ тăрăх, стабиллă, иккĕшĕ радиохастар изотопсен шутне кĕреççĕ. 144Nd альфа-аркану майĕпе çурма аркану тапхăрĕ - 2,38×1015 çул, 150Nd — йĕкĕр бета-аркану çурма аркану тапхăрĕ 7×1018 çул. 2003-мĕш çул тĕлне 124-161 масса числиллĕ 29 искуствăлла изотоп паллă, вĕсем тата 13 метатстабиллĕ тăрăмлă [2].
Хими пахалăхĕсем
тӳрлетНеодим металĕ сиве сывлăшра майĕпен, 150oC хăвăрт çунса неоодим (III) оксичĕ пулать:
- 4 Nd + 3 O2 → 2 Nd2O3
Неодим сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнăве кĕрет:
- 2 Nd (s) + 6 H2O (l) → 2 Nd(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)
Неодим металлĕ пĕтĕм галогенсемпе хутшăнăве кĕретs:
- 2 Nd (s) + 3 F2 (g) → 2 NdF3 (s) [хĕрлĕ-кăвак]
- 2 Nd (s) + 3 Cl2 (g) → 2 NdCl3 (s) [кĕрен]
- 2 Nd (s) + 3 Br2 (g) → 2 NdBr3 (s) [хĕрлĕ-кăвак]
- 2 Nd (s) + 3 I2 (g) → 2 NdI3 (s) [симĕс]
Празеодим кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнса шупка кĕрен тĕслĕ [Nd(OH2)9]3+</sup комплекс пулать: [3]
- 2 Nd (s) + 3 H2SO4 (aq) → 2 Nd3+ (aq) + 3 SO2−
4 (aq) + 3 H2 (g)
Изотопĕсем
тӳрлет
Каçăсем
тӳрлетНеодим Викиампарта? |
- Неодим Webelements çинче
- Неодим хими элеменчĕсен вулавăшĕнче 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Неодим Xumuk.ru сайт çинче
- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) . — Советская энциклопедия. — Т. 3. — 50 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
- ^ Audi, Bersillon, Blachot, Wapstra. The Nubase2003 evaluation of nuclear and decay properties 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ., Nuc. Phys. A 729, pp. 3-128 (2003).
- ^ Chemical reactions of Neodymium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009.
Лантаноидсем |
---|
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци |