Ӳсентăрансем (лат. Plantae е лат. Vegetabilia) – нумай клеткăллă организмсен тĕп ушкăнĕсенчен пĕри. Ку ушкăна йывăçсем, тĕмсем, курăксем, упа саррисем, мăксем, пур шыв курăкĕсем е вӗсен хӑшпӗр тӗсӗсем кĕреççĕ. Тĕнчере мĕн чухлĕ ӳсентăран пулнине халлĕхе татса пама çук. Тĕпчевçĕсем 250 çул ытла ĕнтĕ чĕрĕ тĕнчене вĕçне-хĕрне çитиех тĕпчеме тапаланаççĕ, анчах та пĕчĕк тата питĕ пĕчĕк организмсене пĕтĕмпех тĕпчесе пĕтерме ниепле те пултараймаççĕ. 2004 çул тĕлне тĕпчевçĕсем ӳсентăрансен 287 665 тĕсне тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче 258 650 чечек, 16 000 мăк, 11 000 папоротник тата 8000 симĕс шыв курăкĕ. Ӳсентăрансене ботаника тĕпчет.

Ӳсентăрансем
Ӳсентăран, йывăç-курăк

Паллисем

тӳрлет

Ӳсентăран тесе мĕнле организмсене каласси татăклă мар. Малтанласа кăна çăмăл пек туйăнать ку ĕç. Ку ыйту çине чи малтан авалхи грек философĕ Аристотель татса пама пăхнă. Вăл ӳсентăрансене чĕррипе чĕрĕ маррисем хушшине вырнаçтарнă, вĕсене вăл чĕрĕ, анчах куçса çӳреймен организмсем тесе йышăннă. Кайрантарах, бактерисемпе архейсене уçнă хыççăн, Аристотель ăнлантарни кивелсе кайнă. ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çур пайĕнче кăмпасемпе хăш-пĕр шыв курăкĕсене уйрăм пая кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ытти ӳсентăрансен пек тымар тата апат кĕпçин тытăмĕ çукки палăрнă. Хальхи вăхăтра клетки целлюлозӑран тӑракан, фотосинтезпа усă курса тутлăх илекен организмсене ӳсентăрансем теме йышăннă. Бактерисене, хăш-пĕр шыв курăкĕсене тата кăмпасене ӳсентăрансем шутне кĕртесшĕн мар, ботаникăн урăх ушкăнĕсене куçарасшăн.

Тĕрлĕлĕх

тӳрлет

Ӳсентăрансен тытăмĕ

тӳрлет

Ӳсентăрансен пурнăçĕ

тӳрлет

Ӗрчевĕ

тӳрлет

Пулса кайни

тӳрлет

Тĕнчери вырăнĕ

тӳрлет

Ӳсентăрансен ушкăнĕсем

тӳрлет

Ӳсентăрансене йышсем çине пайлаççĕ. Пирĕн тăрăхра 98 йышри ӳсентăран ĕрчет.

Классификаци системисем аталанни

тӳрлет
Геккель (1894)
Виçĕ патшалăх
Уиттекер (1969)
Пилĕк патшалăх
Вёзе (1977)
Ултă патшалăх
Вёзе (1990)
Виĕ тытăм
Кавалье-Смит (1998)
Ик тытăм
тата çичĕ патшалăх
Чĕрчунсем Чĕрчунсем Чĕрчунсем Эукариотсем Эукариотсем Чĕрчунсем
Ӳсентăрансем Кăмпасем Кăмпасем Кăмпасем
Ӳсентăрансем Ӳсентăрансем Ӳсентăрансем
Ансаттисем Ансаттисем Хромистсем
Протистсем Протистсем
Monera Архейсем - Архейсем Прокариотсем Архейсем
Эубактерисем Эубактерисем Эубактерисем

Ӳсентăран тĕсĕсем

тӳрлет
Хальхи ÿсентăран тĕсĕсем
  Пайсем Чăвашла
Тĕс хисепĕ
Симĕс шыв курăкĕсем Chlorophyta Симĕс шыв курăкĕсем 13 000 — 20 000
Charophyta Хар шыв курăкĕсем 4000—6000
Мăк евĕрлисем Marchantiophyta Çăрçа мăкĕсем 6000—8000
Anthocerotophyta Антоцерот мăкĕсем 100—200
Bryophyta Мăк евĕрлисем 10 000
Шăркаллă ÿсентăрансем Lycopodiophyta Ие курăк евĕрлисем 1200
Pteridophyta Упа курăк евĕрлисем 11 000
Equisetophyta Чăрăш курăк евĕрлисем 15
Вăрăллă ӳсентăрансем Cycadophyta Саго евĕрлисем 160
Ginkgophyta Гинкго евĕрлисем 1
Pinophyta Хыр-чăрăш евĕрлисем 630
Gnetophyta Янкар евĕрлисем 70
Magnoliophyta Чечеклĕ ÿсентăрансем 281 821

Вуласа пĕлмелли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет