Патăрьел районĕ
Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.
Патăрьел районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Патăрьел чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Селиванов Рудольф Васильевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2010) |
34 496[3] (2,79 %, 4-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 36,56 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 70%, тутарсем - 27% | ||
Конфесси йышĕ | православсем, мăсăльмансем | ||
Лаптăк | 943,66[4] çм² (8-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83532 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патăрьел ялĕнче вырнаçнă.
Кунçулĕ
тӳрлетПатӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑ пулнӑ. 2023 ҫулта район вырӑнне муниципаллӑ округ йӗркеленӗ.
Çутçанталăк
тӳрлетЧĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.
Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[5].
Шыв ресурсĕсем
тӳрлетЧи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.
Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [6].
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
тӳрлет1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патăрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.
Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.
Тĕн
тӳрлетПатăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[7].
Ял тăрăхĕсем
тӳрлет2004 çулта район шутне 19 ял тăрăхĕ кĕнĕ. Вĕсем шутĕнче:
- Алманчă ял тăрăхĕ — Алманчă ялĕ;
- Пăлапуç Пашъел ял тăрăхĕ — Пăлапуç Пашъел ялĕ;
- Патăрьел ял тăрăхĕ — Патăрьел ялĕ;
- Ишлĕ-Шетмĕ ял тăрăхĕ — Ишлĕ-Шетмĕ ялĕ;
- Хирти Пикшик ял тăрăхĕ — Хирти Пикшик ялĕ;
- Чемен ял тăрăхĕ — Аслă Чемен ялĕ;
- Ыхра Çырми ял тăрăхĕ — Ыхра Çырми ялĕ;
- Ксыл-Чишма ял тăрăхĕ — Ксыл-Чишма ялĕ;
- Çĕнĕ Ахпӳрт ял тăрăхĕ — Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕ;
- Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕ — Нăрваш Шăхаль ялĕ;
- Первомайски ял тăрăхĕ — Первомайски;
- Шăхач ял тăрăхĕ — Шăхач;
- Сăкăт ял тăрăхĕ — Сăкăт ялĕ;
- Турхан ял тăрăхĕ — Турхан ялĕ;
- Тутар-Сăкăт ял тăрăхĕ — Тутар Сăкăчĕ ялĕ;
- Тури Туçа ял тăрăхĕ — Тури Туçа ялĕ;
- Тăрăн ял тăрăхĕ — Тăрăн ялĕ;
- Шăнкăртам ял тăрăхĕ — Шăнкăртам ялĕ;
- Çĕнъял ял тăрăхĕ — Çĕнъял ялĕ.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Адрианов Константин Константинович, — чăвашран тухнă малтанхи тухтăрĕсенчен пĕри.
- Айхи Геннадий Николаевич, — чăваш сăвăçи, куçаруçă.
- Алёшев Николай Анатольевич, — спортсмен.
- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Ахмеев Василий Николаевич,- ăсчах, АПН академикĕ.
- Ахмеев Гурий Николаевич,- ăсчах.
- Ахмеев Сильвестр Николаевич, -ăсчах.
- Бахмисов Алексей Иванович, — график.
- Бикчурин Рассых Фахрутдинович, — спортсмен.
- Васильев Алексей Григорьевич, — театр актёрĕ, режиссёр.
- Глинкин Борис Николаевич, — спортсмен.
- Григорьев Василий Семенович- ăсчах.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, — кĕвĕ сăвăçи, прозăçă, публицист.
- Деверинская Александра Тимофеевна, - спортсмен.
- Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалăх премин лауреачĕ.
- Иванов Герольд Константинович, - ăсчах.
- Игнатьев Василий Герасимович, — прозаик, куçаруçă.
- Ильин Иван Николаевич, — сăвăçă, прозăçă, публицист.
- Исаев Юрий Николаевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- Исмуков Николай Аверкиевич - ăсчах.
- Калентьева Ирина Николаевна - спортсмен.
- Кокель Алексей Афанасьевич, — сăрăçă, график.
- Герман (Кокель Григорий Афанасьевич) - епископ.
- Кушманов Николай Константинович, — сăвăçă.
- Кутузов Никифор Иванович, генерал-майор.
- Лисина Ева Николаевна, — çыравçă, куçаруçă.
- Ломоносов Герольд Георгиевич, ăсчах.
- Любимова Альбина Васильевна,- сăвăçă.
- Матросов Иван Моисеевич, — журналист.
- Митта Василий Егорович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Митта Пётр Егорович, — çыравçă.
- Пазухин Пётр Васильевич, — кĕвĕ фольклорисчĕ.
- Петров Анатолий Алексеевич, — кĕвĕçĕ.
- Садальский Станислав Юрьевич — артист.
- Сакмаров Владимир Аркадьевич, — туба çинче вылякан.
- Салмин Антон Кириллович, — этнолог.
- Сарпи Раиса Васильевна, — сăвăçă.
- Сачкова Людмила Николаевна, - çыравçă.
- Сидоров Пётр Александрович, - ăсчах.
- Силэм Юлия Александровна, — çыравçă.
- Сулейманов Джавдет Шевкетович - ăсчах.
- Талвир Алексей Филиппович, — çыравçă.
- Тарасов Арсений Алексеевич, — сăвăçă, драматург.
- Юхма Михаил Николаевич, — сăвăçă, драматург.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ ОКТМО (рус.)
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
- ^ Оценка численности постоянного населения Чувашской Республики на 1 января 2017 года и в среднем за 2016 год. Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Чувашской Республике (9 марта 2017). Проверено 30 июня 2017. Архивировано 30 июня 2017 года.
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
- ^ Особо охраняемые территории (выр.)
- ^ Государственный доклад «О состоянии здоровья населения Чувашской Республики в 2009 году» (выр.)
- ^ Лев Васильев. Наций много, а народ — один. Советская Чувашия (28.09.2010).
Вуламалли
тӳрлет- И. М. Матросов, С. Я. Карягин, А. И. Мефодьев. Батыревская энциклопедия. — Шуп.: 2005. — 376 с.
Каçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |