Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Арлан (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Арлан (лат. Cricetinae) — кăшлаканнисем текен уртари арлан йышшисем ямахатри чĕрчунсен айямахачĕ (аййышĕ).

Арлан

Кунакшкал чĕрчунсен хăшпĕр кăкĕсене (речĕсене) тата хăшпĕр тĕсĕсене арланкка (вырăсла «хомячок») теме пултараççĕ.

Арлансем е арлан евĕрлисем[1] (лат. Cricetidae) — кăшлакансен ушкăнĕн шăши евĕрлисен ушкăн пайĕн чĕрчун ăрачĕ. Ахаль арлан кĕлетки 18-28 сантиметр тăршшĕ, хӳри - 5-7. Йывăрăшĕ - 400-700 грамм. Арлан пичĕ айĕнче апат хумалли "михĕ" лайăх аталаннă. Унта арлан 40-50 грамм таран тырă тултарма пултарать. Çав "михĕпе" усă курса арлан хăйĕн йăвине ӳлĕмлĕх апат турттарать. Арлан мăран, мĕшĕлти чĕрчун. Вăл пĕччен пурăнма юратать. Питĕ хаяр. Хăйне чăрмантарсан, çулне пӳлсен арлан, ним хăрамасăрах, чăрмантаракана тапăнать. Йытăран та, тилĕрен те, çынран та хăрамасть. Пурнăçĕ ытларах шăтăкра иртет. Арлансем апат шырама каçхине тухаççĕ. Арлан икĕ тĕрлĕ йăва тăвать: пĕри - çуллахи, тепри - хĕл каçмалли. Çуллахи йăвана вăл канма кĕрсе выртать, ăна питĕ асат тунă. Хĕллехи йăви вара 5-6 пӳлĕмрен те иртет. Унта вăл хĕл каçать, запас апат упрать. Арлансем колонипе пурăнма кăмăллаççĕ. Арлан амисем икĕ хут çăвăрлама ĕлкĕреççĕ. Çак чĕрчун вăтамран 2 çул пурăнать. Арлансем ялхуçалăхне пысăк сиен кӳреççĕ, сикекен чирсем сараççĕ. Хальхи вăхăтра арлансен йышĕ сахал.

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок bse не указан текст