Йăва
Йăва – тискер чĕрчунсем çывăрма, пурăнма, çурасене е чĕпсене пăхса çитентерме, çăмарта пусса кăларма хатĕрленĕ ятарлă вырăн. Йăва мĕнле, мĕнрен, ăçта пуласси пĕтĕмпех чĕрчунсен пурнăç условийĕсенчен килет – йăва çĕр, йывăç, ту хысакĕ çинче, çĕр е йывăç хăвăлĕнче е шăтăкĕнче пулма пултарать.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йăва (пĕлтерĕшсем) пăхăр.