Чăрăш
Чăрăш (лат. pix — сăмала[1], е лат. picis - сăмалаллă, сухăрлă йывăç[2]) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, вулли 30 м çити ӳсет.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетЙывăç тымарĕн системи малтахи 10-15 çул хушши туна евĕрлĕ, каярахпа тăпра çийĕнчи тĕп тымарĕ типет. Çавăнпа йывăç вăйлă çил вĕрсен авăнма, хăш чух хуçăлама та пултарать.
Крона конус е пирамида евĕр.
Турачĕсем аяккала сарăлнă е аялла пĕкĕннĕ. Малтанхи 3-4 çул хушши йывăç турачĕсем аякалла сарăлмаççĕ.
Хуппи сăрă тĕслĕ, çинçе сийпе вистенсе пырать.
Вăрă тăкма 10 — 60 çулхи (çак вырăнти çутçанталăк пахийĕнчен килет) чăрăш пултарать.
Вăтамран 250-300 çул (хăш чух 600 çула çити те) ӳсет.
Чăрăш çеç ÿсекен вăрмана чăрăшлăх теççĕ, унти йывăçсем йăва çитĕнеççĕ. Чăрăшлăхра чӑтлӑх пулать, тĕттĕм. Чăрăшлăхăн аял сийĕнче нимĕн те ӳсмест.
Кавказра кавказ чăрăшĕ (Picea orientalis) саралнă, унăн çулçисем (йĕпписем)çемçерех, турачĕсем мамăклă.
Раççей çеçенхирĕсенче хăш чух шурă чăрăша (Picea glauca) та çитĕнтереççĕ.
Инçет Хĕвелтухăçра саян чăрăшĕ (Picea jezoensis) анлă саралнă.
Чăрăшăн урăх тĕсĕсем Китайра, Çĕпĕрте, Америкăра тĕл пулаççĕ.
Йывăçпа усă курни
тӳрлетЧăрăш вулли çемçе те çăмăл, анчах патрак, çавăнпа та чăвашсем ку йывăçа хисеплесех каймаççĕ. Сайра-хутра çурт тунă çĕртре (хăма, пăрăс), вак ĕçсенче, йывăç çăра ăсталама усă кураççĕ.
Чăрăш вуллинчен ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсем сасси аван, мĕншĕн тесен йывăçлăхĕ пĕр пек тачăллă (çакăн пек йывăçа резонанс йывăçĕ теççĕ). Итали ăстисем, çав шутра Амати, Страдивари, сĕрме купăсĕсене чăрăшран хатĕрленĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Флора СССР. т.1, М. — Л., 1934.
- Деревья и кустарники СССР, т. 1, М. — Л., 1949.
- Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. Т. 1. М: Т-во научных изданий КМК, Ин-т технологических исследований. 2002. ISBN 8-87317-091-6
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Gymnosperm Database — Picea
- Чăрăш эфир çăвĕ, унăн фитонцичĕсем çинчен, вĕсемпе ус курмалли 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чăрăш. Декоративлă ӳсен-тăрансен энциклопедийĕ
- (Picea glauca 'Alberta globe') 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- СĂВАПЛĂ ТА ТАСА ЙЫВĂÇ