Мулкач
Мулкач (лат. Lepus) — мулкач йышшисем йышри чĕрчунсен речĕ.
«Мулкач» ретри уйрăм тĕссем
тӳрлетАсăннă рете çакнашкал тĕссем кĕреççĕ:
- Айрет Macrotolagus
- Айрет Poecilolagus
- Айрет Lepus
- Айрет Proeulagus
- Айрет Eulagos
- Хăва мулкачĕ (Lepus castroviejoi)[2]
- Юньнань мулкачĕ (Lepus comus)[2]
- Корей мулкачĕ (Lepus coreanus)[2]
- Корсика мулкачĕ (Lepus corsicanus)[2]
- Карсак (Lepus europaeus)[1]
- Ибери мулкачĕ (Lepus granatensis)[2]
- Маньчжури мулкачĕ (Lepus mandschuricus)[1]
- Кăтра мулкач (Lepus oiostolus)[1]
- Lepus starcki
- Шурă хÿреллĕ мулкач (Lepus townsendii)[4]
- Айрет Sabanalagus
- Айрет Indolagus
- Айрет Sinolagus
- Айрет Tarimolagus
- Паллăмарлăхлă айрет
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Мулкач (лат. Leporidae) — мулкач евĕрлисен ушкăнĕн сĕтпе ÿсекенсен çемйинчи чĕрчун. Мулкачсем шутне Lepus, Pronolagus тата Caprolagus ăрачĕсем тата кроликсем кĕреççĕ.
Мулкач (вăрман мулкачĕ) 50 сантиметртан вăрăмрах пулать. Хăлхи 9-11 сантиметр тăршшĕ. Йывăрăшĕ 4 килограма яхăн. Вăрман мулкачĕн хăлхи хир мулкачĕн (карсакăн) хăлхипе танлаштарсан кăштах кĕскерех, ура лаппи вара сарлакарах. Ку мулкач вăрманта пурăнма юратать, анчах та сĕм вăрмансенче курăнмасть. Унăн рационĕнче 60 тĕслĕ ÿсен-тăран. Кăмпа та юратса çиет. Апат шырама каçхине тухать. Ирпе ирех те ăна апатра курма пулать. Кăнтăрла вăл канать% çулла уçă вырăнта - пĕр-пĕр хÿтлĕх хыçĕнче, хĕлле юр айĕнче. Куçĕ лайăхах курмасть, анчах та хăлхи питĕ лайăх илтет. Çулталăкра 1 е 2 хут çăвăрлать. 3-5 çура пулать пуслăхра. Пĕр эрнери мулкач çури курăк çиме тытăнать. Икĕ эрнери çурасене амăшĕ ĕмĕртме пăрахать. Малалла çурасем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ. Мулкачсене тилĕсемпе çÿлевĕçсем тапăнаççĕ. Тăманасем те канăç памаççĕ. Çынсем те вĕсене тытсах тăраççĕ. Мулкачсен хисепĕ 10 пине яхăн шутланать.
Çемйин тĕсĕсем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17 тата 18 Соколов В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Млекопитающие. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. / под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Выр. чĕл., 1984. — 10 000 экз.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 тата 9 Полная иллюстрированная энциклопедия. «Млекопитающие» Кн. 2 / под ред. Д. Макдональда. — М.: Омега, 2007. — 3000 экз. — ISBN 978-5-465-01346-8
- ^ Улитко А. И. Таксономическое разнообразие крупных млекопитающих позднего неоплейстоцена в бассейне реки Чусовая (Средний Урал) Архиври копи, 20 Юпа уйӑхӗн 2013 Wayback Machine çинче // Биодиверситиология: Современные проблемы изучения и сохранения биологического разнообразия: Сборник научных статей IV Международной научно-практической конференции / Под ред. к.б.н. А. В. Димитриева, Е. А. Синичкина. — Чебоксары: типография «Новое время», 2012.
- ^ Гуреев А. А. 1964. Зайцеобразные (Lagomorpha) // Фауна СССР. Млекопитающие. Т. 3, Вып. 10. C. 190.