Шурă мулкач
Мулкач (вăрман мулкачĕ) — 50 сантиметртан вăрăмрах. Хăлхи 9-11 сантиметр тăршшĕ. Йывăрăшĕ 4 килограма яхăн. Вăрман мулкачĕн хăлхи хир мулкачĕн (карсакăн) хăлхипе танлаштарсан кăштах кĕскерех, ура лаппи вара сарлакарах. Ку мулкач вăрманта пурăнма юратать, анчах та сĕм вăрмансенче курăнмасть.
Унăн рационĕнче 60 тĕслĕ ӳсентăран. Кăмпа та юратса çиет. Апат шырама каçхине тухать. Ирпе ирех те ăна апатра курма пулать. Кăнтăрла вăл канать% çулла уçă вырăнта - пĕр-пĕр хӳтлĕх хыçĕнче, хĕлле юр айĕнче. Куçĕ лайăхах курмасть, анчах та хăлхи питĕ лайăх илтет.
Çулталăкра 1 е 2 хут çăвăрлать. 3-5 çура пулать пуслăхра. Пĕр эрнери мулкач çури курăк çиме тытăнать. Икĕ эрнери çурасене амăшĕ ĕмĕртме пăрахать. Малалла çурасем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ. Мулкачсене тилĕсемпе çӳлевĕçсем тапăнаççĕ. Тăманасем те канăç памаççĕ.
Çынсем те вĕсене тытсах тăраççĕ. Мулкачсен хисепĕ республикăра10 пине яхăн шутланать.
Литература
тӳрлет- Беляк, разновидность зайца // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.