Ир
Ир – хĕвел тухнă вăхăт тата ун хыççăнхи кăнтăрлачченхи тапхăр (ятарласа палăртнă чиккисем çук). Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче вăл тĕрлĕ вăхăтра пулать, çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсенче ир пуласси нумай пулăмран килет, хĕвел хăççан тухни, кун вăрăмăшĕ, атмосферăри пулăмсем тата ытти те. Ир яланах хĕвелтухăçĕнче тытăнать.