Тăмана евĕрлисем
Тăмана евĕррисем | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла ячĕ | ||||||||||||
Strigiformes | ||||||||||||
Çемьесем | ||||||||||||
| ||||||||||||
|
Тăмана евĕрлисем (лат. Strigiformes, е Striges) - вăрманта пурăнакан çăткăн вĕçен кайăксем, унăн шутне 200 ытла шултра тата вăтам тĕс кĕрет.
Пĕрлехи хыпарсемТӳрлет
Йывăрăшĕпе 60 грамран пуçласа 3 килограмм таран пулать. Ытти кайăксенчен пысăк та çаврака пичĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсен куçĕ пысăк, ниçталла та кускаламать, тӳрĕ кăна пăхать. Сăмса вĕçĕ кукăр авăнчăклă, вĕçĕ çекĕл евĕрлĕ. Тĕп апачĕ - шăши йышши чĕр чунсем. Сунара каçпа тухать, шăшисене куçĕпе курнинчен ытла хăлхипе питĕ лайăх илтет. Куçĕ те вĕсен питĕ çивĕч, уйрăмах инçетрине аван курать. Пăлханнă чухне тăмана куçĕпе мăчлаттарма тытăнать. Ытти кайăксем ăна юратсах каймаççĕ, тапăнса сăхма пултараççĕ. Тăманасем 20 çул таран пурăнаççĕ
КлассификацилениТӳрлет
Пирĕн тăрăхра тăманасен 11 тĕсĕ пур.
Анатоми уйрăмлăхĕсемТӳрлет
Кĕскен пахалани: пысăк пуç, пысăк çаврака куçсем, сăмси кĕске, тискер. Çĕрле сунара тухать, шăппăн вĕçет, тĕкĕ çемçĕ, чĕрни вăрăм та çивĕч, сăнĕ тĕсĕпе асăрхама йывăр.
КультурăраТӳрлет
Тăмана — ăсчахлăх символĕ, авалхи грексен Афина туррин атрибучĕ.
АсăрхавсемТӳрлет
КаçăсемТӳрлет
- Подборка статей и видовых очерков на сайте «Пернатые хищники России» (выр.)
- World Owl Trust(акăлч.)
- Тăмана символикăра
- Тăмана юратаканнисен клубĕ
Ку орнитологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |