Кил-çурт тăмани

Кил-çурт тăмани (лат. Athene noctua) — тăмана йышне кĕрекен вĕçен кайăк.

Кил-çурт тăмани
Athene noctua vidalii

Пĕвĕ тăршшĕ 25 см. Йывăрăшĕпе 150—170 г. туртать. Аçисен те, амисен те тĕкĕ пĕр тĕслĕ: çурăмĕ çутă-пăвăр е хăйăр тĕслĕ, хулпуççи çинчи тĕкĕсем çинче шурă çавра лаптаксем пур, хырăмĕ шурă хăмăртарах-чăпар тăрăхлă тĕслĕ. Пичĕ çаври пулни хытă курăнмасть.

Вăтам тата Кăнтăр Европара, Çурçĕр Африкапа Азире (Çурçĕррисĕр пуçне), Раççейре — вăтам тата кăнтăр Европа пайĕнче, тата Вăтам Азире, Казахстанра, Кăнтăр Алтайра, Тувара тата Байкал леш енче сарăлнă. Раççейăн Европа пайĕнча çын пурăнан вырăнпа çывăх, çурт-йĕр таврашĕнче; хĕвелтухăçра тип хирсемпе пушхирсенче пурăнать, шăтăксенче, чул купаланнă вырăнсенче йăва çавăрать. Живёт оседло. Йăвинче 4—6 çăмарта. Ами йăвара 25-28 кун ларать, чĕпписем 4-5 эрнерен вĕçсе тухаççĕ. Пĕчĕк чĕрчунсемпе, хурт-кăпшанкăсемпе, калтасемпе, сайрарах вĕçен кайăксемпе тăранса пурăнать.

Вуламалли

тӳрлет
  • Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — С. 139. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.

Каçăсем

тӳрлет