Вĕçенкайăк

(Вĕçен кайăксем çинчен куçарнă)
Вĕçен кайăксем
[[Ӳкерчĕк:
Red-crested turacoSteller's sea eagleRock doveSouthern cassowaryGentoo penguinBar-throated minlaShoebillGrey crowned craneAnna's hummingbirdRainbow lorikeetGrey heronEurasian eagle-owlWhite-tailed tropicbirdIndian peafowlAtlantic puffinAmerican flamingoBlue-footed boobyKeel-billed toucanBird Diversity 2013.png
Ӳкерчĕк ăнлантаркăчĕ
|275px|Вĕçенкайăк]]
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:

Вĕçен кайăксемçăмарта хурса ĕрчекен, вĕçме пултаракан çунатлă, шĕвĕр те çинçе сăмсаллă чĕрчунсем. Кайăксем пур континентра та пур. Тĕпчевçĕсем вĕсен 9000 яхăн тĕсне тупса палăртнă. Чăваш Республикинче 200 яхăн тĕсĕ пурăнать. Кайăксене тĕпчекен ăслăлăха орнитологи теççĕ.

Кайăксем

Вĕçен кайăксен паллисемПравить

Кайăксем ытларах чухне сывлăшра вĕçсе çӳренĕрен вĕсем ытти чĕр чунсенчен самаях уйрăлса тăраççĕ.

Кĕлеткин кӳлепипе ӳт-тирĕПравить

Кайăксем тăпăлкка кĕлеткеллĕ, кӳлепипе çăмартана аса илтерет. Кĕлетки çăмăл, вĕçекен кайăксен 2 грамран пуçласа 14 килограма çитет. Ку вĕсен пысăкрах шăммисем сывлăшпа тулнăран килет. Вĕçеймен кайăксен йывăрăшĕ вара 100 килограма çитме пултарать (страус). Кайăксен хăлха çунаттисем, шăлĕсем çук. Çунат лаптăкăшĕ кĕлеткиннинчен пысăкрах. Урисем ытларах чух тăватă чĕрнеллĕ, сайра хутра 2 е 3 пулма пултарать.

Шăм-шакĕПравить

Апат çаврăнăшĕПравить

Юн çаврăнăшĕПравить

Ӗрчев хатĕрĕсемПравить

Чăваш Енри вĕçен кайăксемПравить

 
Шăпчăк

Килти кайăк-кĕшĕкПравить

 
Кăркка

Çăмарта, аш-какай, тĕк тата мамăк туса илес тĕллевпе çынсем авалах кайăксене алла хăнăхтарма пуçăннă. Килте халĕ чăх е хур, кăвакал е кăркка усрани никама тĕлĕнтермест. Юлашки çулсенче вара хăшĕсем страус е путене тытаççĕ. Ялти хушма хуçалăхра е хулари хваттерте тытма паянхи куна çак кайăксене алла хăнăхтарнă.

Килти кайăк-кĕшĕке ĕрчетес енпе ятарлă кайăк-кĕшĕк инкубаторĕсемпе чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсем те ĕçлеççĕ.