Чечен кайăк йышшисем
Чечен евĕрлисем – пĕчĕк те вăр-вар кайăксем. Вĕсен тăршшĕ 7-28 сантиметр, йывăрăшĕ – 6-40 грамм. Вĕсем Çĕр чăмăрĕ çинче пур çĕрте те сарăлнă. Ку кайăксен пуçĕ пысăк мар. Çунатти кĕске, çавракарах. Ытларахăшĕ вăрттăн пытанса пурăнать.
Систематика
тӳрлетКу йыша 400 ытла тĕс кĕрет. Пирĕн республикăра 16 тĕс тĕл пулать.
- Çурхи чие кайăкĕ
- Тумлам кайăкĕ
- Сар куç харшиллĕ чие кайăкĕ
- Уй шăрчăк кайăкĕ
- Йăрăм пуçлă хăмăш кайăкĕ
- Сад хăмăш кайăкĕ
- Шурлăх хăмăш кайăкĕ
- Сăрă йĕкĕлти кайăк
- Симĕс йĕкĕлти кайăк
- Симĕс чие кайăкĕ
- Хура пуçлă чечен кайăкĕ
- Сăрă чечен кайăк
- Пĕчĕк чечен кайăк
- Сад чечен кайăкĕ
- Йăрăмлă чечен кайăкĕ
- Юханшыв шăрчăк кайăкĕ
Литература
тӳрлет- Beresford, P.; Barker, F.K.; Ryan, P.G. & Crowe, T.M. African endemics span the tree of songbirds (Passeri): molecular systematics of several evolutionary 'enigmas'.. — Proceedings of the Royal Society, 2005. — В. {{{кăларăм}}}. — Т. 272.
- Alström, P.; Ericson, P.G.P.; Olsson, U. & Sundberg, P. Phylogeny and classification of the avian superfamily Sylvioidea.. — Molecular Phylogenetics and Evolution, 2006. — В. {{{кăларăм}}}. — Т. 2.
- Cibois, A. Mitochondrial DNA phylogeny of babblers (Timaliidae). — Auk, 2003. — В. {{{кăларăм}}}.