Сăрă чечен кайăк
Сăрă чечен кайăк - çерçирен пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (4-6) шурă е симĕсрех тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ. Йăвисене çӳллех мар çăра тĕмсем е çӳллĕ ӳснĕ курăк хушшинче тăваççĕ. Çĕр çинчен 20-30 см. çӳллĕшĕнче яваççĕ тарăн чашăк йышлĕ йăвине. Çу каçа икĕ пуслăх çитĕнтереççĕ. Апатне тĕм тураттисем, курăк тунисем тăрăх сиксе çӳресе пуçтараççĕ: пĕчĕк нăрăсем, лĕпĕшсемпе вĕсен хурчĕсем, шăнасем, шăрчăксем, хăнкăласем. Кĕркунне енне çырласем те çиет. Чăваш енне çу уйăхĕнче çитеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ чечен кайăксен йышĕ пысăк.
Литература
тӳрлет- Жизнь животных: В 6 т. Т. 5: Птицы/под ред. Гладкова Н. А., Михеева А. В. — М.: Просвещение, 1970. — 675 с.
- Энциклопедия декоративных и экзотических птиц/ Авт-сост. А. П. Умельцев. — М.: Локид-Пресс, 2002. — 368 с ISBN 5-320-00436-2
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Позвоночные животные России: Серая славка 2017 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.