Çырланумай вăрăллă çимĕç. Вăл ӳсен-тăранăн аял тĕввинчен те, çӳл тĕввинчен те аталанма пултарать. Çырла аял тĕввинчен аталаннă чухне унăн тăрринче типнĕ çеçке тĕпĕ пур. Çакна, калăпăр, хурлăхан йышши çырла тĕмĕсенче курма пулать. Енчен те çырла тĕвви нумай йăвăллă пулсан çырли те нумай йăвăллă пулать. Сăмахран, çĕрулми çырли икĕ йăвăллă, çумăр курăкĕн виçĕ, курак куç курăкĕн тăватă, шур çырлин пилĕк йăвă пулать. Хăш-пĕр çырласен ăш-чиккийĕ хъăйне евĕр аталанать. Калăпăр, лимонăн çемçе ăшĕ пӳлме çурхахĕнчен çитĕнекен çипсенчен аталанать. Ку йышши вăрă çимĕçĕ вăрă виткĕчĕпе кăна мар, çу парĕсем пуррипе те уйрăлса тăрать.

Кĕтмел