Çурхи чие кайăкĕ
Суйха (çурхи чие кайăкĕ) - çерçирен пĕчĕк кайăк. Çăмартисем (4-8) шурă. 13 талăк пусса ларать. Ами ларнă чухне аçи сыхлать. Йăвине çĕр çинчех тăвать, анчах ăна асăрхама йывăр, вăл çăмха евĕрлĕ. Апачĕ эрешменсенчен, вĕтĕ лĕпĕш хурчĕсенчен, курăк пыйтисенчен, вăрăмтунаран тăрать. Кĕр енне çырла çиеççĕ. Вĕтĕ нăрăсемпе шăнасене, пĕчĕк лĕпĕшсене тиркемеççĕ. Çу уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсен йышĕ пысăк.