Путене (лат. Coturnix coturnix) – пĕчĕк çеç кайăк, йывăрăш 120-130 граммран иртмест. Чăх йышне кĕрет.

Путнене автанĕпе чăххи чĕпписемпе[1]

Çын лартса ӳстерекен тулă, ыраш, сĕлĕ уйĕсенче, улăх-çарансенче, вăрман хĕрринчи уçланкăсенче пурăнать. Çăмартисем (8-12) хăмăртарах сарă тĕслĕ, тăрăхларах, яка та йăлтăркка, хурарах хăмăр пăнчă нумай. Путене чăххи çăмартисене çуллахи кунсем пуçланас чухне тăвать. Автанĕн юррине вара эпир ытларах çу тата çĕрме уйăхĕсенче илтетпĕр. Путене пурнăçĕ çĕр çинче иртет. Хăрушă самант сиксе тухсан кăна вĕçме пултарать. Анчах инçе вĕçмест, час ывăнать. Питĕ вăрттăн, сыхланса пурăнать.

Ытти чăхсем пек пирĕн патра хĕл каçмаççĕ. Кăнтăр Азине, Африкăна, Индие вĕçеççĕ. Авăн уйăхĕнчен пуçласа юпаччен кайса пĕтеççĕ.

Тырă вырнă-пуçтарнă чухне, курăк çулнă вăхăтра нумай пĕтеççĕ. Вĕсене тилĕ, хурчка, тăмана пит тапăнать. Юлашки çулсенче, путене алла хăвăрт хăнăхнă тата ун ашĕ питĕ сиплĕ пулнă пирки, ăна килте те тытаççĕ.

Ӳкерчĕксем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  1. ^ Рисунок из книги: Naumann J.F. Naturgeschichte der Vögel Mitteleuropas. — Gera, 1897. — Band VI. — Tafel 14. (Естественная история птиц Средней Европы.)

Каçăсем

тӳрлет