Çунат
Çунат сăмах пĕлтерĕшĕсем:
- Çунат (тĕп пĕлтерĕш) – кайăксен вĕçмелли хатĕрĕ.
- Çунат (самалет) – самалетсене тӳпене çĕкленме пулăшакан хатĕр.
- Çунат (пулă) – пулăсен ишев хатĕрĕ.
- Çунат (купăста) – купăста çулçи
- Çунат (çурт-йĕр) – тăрăн çурт-йĕр тăваткалĕнчен тухса усăнса тăракан пайĕ.
- Çунат (çын) – пурнăçра тĕрек парса тăракан çын.
- Çунат (çуна) – çуна тупанĕпе урата хушшинчи пай.
- Çунат (арман) – çил арманĕн çил вăйне илмелли хатĕрĕ.
- Çунат (лаша) - лаша ури çинче ӳсекен муклашка.
- Çунат (парашют) - парашютсен уйрăм тĕсĕ.
- Çунат (кимĕ) - çунатлă кимĕсен шывра тытăнса тăмалли хатĕрĕ.
- Çунат (шыв айĕнчи ишев) — шыв айĕнче ишме пулăшакан хатĕр.
- Çунат (хăлха) — хăлха пайĕ