Зайцев Алексей Степанович

Алексей Степанович Зайцев (14.2.1934, Анат Туçа – 31.10.2002, Свердловск облаçĕнчи Невьян районĕнчи Калиново ) — ССРП патшалăх премин лауреачĕ, Таджикистанти хими савучĕн директорĕ (1973-1983).

Зайцев Алексей Степанович
Çуралнă вăхăт 1934, нарăс, 14
Çуралнă вырăн Анат Туçа ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт 2002, юпа, 31
Гражданлăх СССР

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Алексей 1934 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи юпан 31 вилнĕ.

1957 çулта Хусанти хими технологи институтне пĕтернĕ. 1957-1959 çулсенче Анат Тагилти химзаводра производство асти, 1959-1961- комсомол комитечĕн секретарĕ, 1961-1967- технолиги цехĕн пуçлăхĕн çумĕ. Çак заводра вăл 60 ытла рационализаци сĕнĕве тунă, 40 ытла производствăна кĕртнĕ.

1967-1973 – Киселевскри „Знамя“ заводăн тĕп инженерĕ; 1973-1983- Исфаритнти хими завочĕн директорĕ.

Чыслани

тӳрлет
  • Хисеп палли орден (1977)
  • ССРП патшалăх премийĕ (çĕнĕ йышши ăслăх япалисене шутласа кăларса ĕçе кĕртнĕшĕн)

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005, 376 с.

Каçăсем

тӳрлет