Анат Туçа (вырăс. Старые Тойси), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял.

Анат Туçа
Анат Туçа
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Туçа
Координатсем 55°04′20″ с. ш. 47°49′10″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Перепелкин Николай Алексеевич
Никĕсленĕ 1642
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429354
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 870 007
Официаллă сайчĕ каçă
Анат Туçа (Раççей)
Точка
Анат Туçа (Чăваш Ен)
Точка

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.

Истори

тӳрлет

1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнчен куçса килнĕ çынсем ял никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă. Пурĕ 11 кил-йыш куçса килнĕ. Анчах та каярах пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайнă хыççăн 5 кил-йыш аяларах анса çĕнĕ вырăна куçнă. Ку выранта вара Анат Туçа пулса ларнă. Шăпах çак вăхăтран пуçланать те ĕнтĕ ялăн историйĕ. Ун умĕн пулса иртнĕ пулăмсене умистори теме пулать. Паллах, асăннă хыпарсем пурте тĕрĕс пулсан.

Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă май, паллах чăвашланса кайнă; халĕ вĕсен тăхăмĕсем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Электростанци

тӳрлет

Анат Туçара колхоз электростанцине 1947-мĕш çулта, ноябрьте, йĕркелесе янă[2]. Йĕркеле яракансем — Торговцев Сергей Дмитриевич (1898-?) тата Кошкин Павел Леонтьевич. Электростанцийĕн хăвачĕ — 35кВт.

Паллă çынсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Дубров Г., Перепёлкин Ю. «Вĕсем — путене таврашĕ». — Кÿкеç, 2002. — 68 с. (Анат Туçари Путене йăхĕн (Перепёлкинсем) йăх-несĕлне тĕпченĕ, нумай çынни пирки каласа панă. Кусемсĕр пуçне кĕнекере Анат Туçан нумай вырăнĕ, шыв-шурĕ, топонимики пирки пĕлме пулать, ялăн кассисенĕн ячĕсене палăртнă карттă пур. )
  • Перепелкин, Ю. А. Из глубины веков / Ю. А. Перепелкин (Путене Юркка). - Старые Тойси, 2021. - 82 с. : ил., фот., портр., карты ; 20 см. - Текст рус., чуваш. - Библиогр.: с. 81 (5 назв.). - На обл.: Батыревский район, Старые Тойси. - 100 экз. - [2021-0203]

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Патăрьел энциклопедийĕ, 2-мĕш том. Шупашкар, 2010. — с.257.
  3. ^ Козлов çинчен Туçа ял тăрăхĕн сайчĕ çинче