Анат Туçа вăтам шкулĕ
Анат Туçа вăтам шкулĕ, — Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнчи шкул.
Шкул кун-çулĕ
тӳрлетЯлта ачасем нумай пулнă пулсан та шкул хăвăрт уçăлман, 1906 çулта кăна. Пăва земство управи хучĕсем тăрах 1904 çулта ялта 45 арçын ача тата 23 хĕрача пулнă. Вĕсенчен 23 арçын ачи юнашар вырнаçнă шкула çӳренĕ. Чиркӳ прихочĕн шкулне Антип Иванов ертсе пынă. 1909 çулта шкулта Кузнецов Василий Алексанрович ĕçлеме пуçланă. Вăл ку ялта çуралса ӳснĕ пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкулăн хăй çурчĕ пулман — уйрăм çынăн çӳртне йышăннă, çулталăк тăршшĕпе уншăн 30 тенкĕ тӳлесе пурăннă.
1914 çулта уйрăм çурта куçнă. Çурта тумашкан пин тенкĕ тăкаклама тивнĕ. Вăл çулах ачасене Мишин Дмитрий Григорьевич вĕрентме пуçланă.
Ытти шкулсем пекех ку шкулта совет влаçĕн тапхăрĕнче самай улшăннă, вăтам шкул пулса тăнă. Пурĕ ку шкулта пин çын ытла пĕлӳ илнĕ.
Каçăсем
тӳрлетСтатьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |