1642
Çулталăк
Çулсем |
---|
1634 • 1635 • 1636 • 1637 — 1638 — 1639 • 1640 • 1641 • 1642 |
Вуннăçуллăхсем |
1610-мĕш • 1620-мĕш — 1630-мĕш — 1640-мĕш • 1650-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XVI ĕмĕр — XVII ĕмĕр — XVIII ĕмĕр |
Пулăмсем
тӳрлет- Кăрлачăн 3-мĕшĕнче Англи патшин прокурорĕ общинăсен палатин пиллĕк пайташне, çав шутра Пима тата Гемпдена, ареслеме хушнă. Палата вĕсене пама пулмасть. Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Патша общинăсен палатине хĕçпăшаллă салтаксемпе пырать, анчах та çак депутатсем тарса пытанаççĕ. Кăрлачăн 7-мĕшĕнче суя хавхапа Лондон урамĕсене 100 пин çынран ытла халăх тухнă.
- Кăрлач, 10 — Карл Лондонран тухса Çурçĕре каять[1].
- Çурла, 22 — Патша хăйĕн ялавне Ноттингемре çĕклет. Граждан вăрçи тапранать[1]. Патша арăмĕ Францие тухса каять.
- Юпа, 23 — Эджхилл патĕнчи çапăçу[1]. Парламент çарĕн çарпуçĕ граф Эссекс май пулсан та патшана тапăнма хăяймасть. Патша çарĕ Лондон патне çитет.
- Чӳк, 13 — Тёрнем-Грин патĕнчи çапăçу. Патша çарĕ арканасран патша çирĕпленсе ларнă Оксфорд енне чакать[1]. Çулталăк вĕçĕ — Тухăç ассоциацине (Пиллĕк тухăç графлăхсен — Норфолк, Сеффолк, Эссекс, Кембридж, Гертфорд — пĕрлешĕнĕвĕ) туса хунă.
- 1642—1649 — Англири буржуази революцийĕ. Ирĕклĕ Англи республики йĕркеленет.
- 1642—1643 — Гертфорд, Ланкашир, Гентингдон, Кембридж, Дорсет, Сомерсет графлахсем карталаннине хирĕçле пăлхав.
- 1642—1661 — Францин пĕрремĕш министрĕ Джулио Мазарини кардинал.
- Касаксем Азова пĕтĕмпех тустарса тухса каяççĕ.
- 1642—1666 — Иран шахĕ Аббас II.
- Акăлчансем Хугли (Бенгали) турса илнĕ.
- Ли Цзычэн Хубэйе кĕрет те чылай территорине, çав шутра Сянъяна, ярса илет. Хубэере тăнă Чжан Сяньчжун тĕкĕрчи Ли Цзычэне пăхăнать. Вĕсем хушшинчи харкашусем вăйланаççĕ. Чжан Сяньчжун Хунане тухса каять, унта вăл Чаншана тата ытти хуласене илет.
- Индейсем акăлчан колонисчĕсемпе Мерилендре вăрçаççĕ.
Ăслăх тата культура
тӳрлет- Француз Блез Паскаль хисепсен хушма пулăшакан хушакан машинăна шутласа тунă.
- чӳк, 24 — голланд тинĕс çӳревçи Абель Тасман Ван-Димен çĕрне (Тасмани) уçнă[2].
- раштав, 13 — Абель Тасман европейсенчен пĕрремĕш Çенĕ Зеландин çыранне курнă[2].
- Рембрандт "Каçхи хурала" туса пĕтернĕ
- 1642—1644 — Абель Тасман голланд çынни (Кăнтăр-Тухăç Азири голланд харпăрлăхĕсен генерал-кĕпернетĕрĕ Ван-Димен хушнипе) иккĕ çӳревре пулнă. Вăл Австралие (Çĕнĕ Голландие) кăнтăр енчен иртсе, Çĕнĕ Зеландин тухăç çыранĕпе юнашар пынă, Тонга тата Фиджи архипелагсене уçнă, Çĕнĕ Гвинее çурçĕр енчен иртсе Батавие таврăннă.
Çуралнă
тӳрлетÇавăн пекех: Категори:1642 çулта çуралнисем
- ака, 15 — Сулейман II, турккă султанĕ.
- авăн, 1 — Пирĕшти, Рим-католици чиркĕвĕн ырă çынĕ (блаженый), кармелитсен орденĕн иеромăнахĕ.
- чӳк, 11 — Андре-Шарль Буль, франци сăрăçĕ тата гравёрĕ, пукан-сĕтел ăсти.
Вилнĕ
тӳрлетÇавăн пекех: Категори:1642 çулта вилнисем
- кăрлач, 8 — Галилео Галилей (çур. 1564), итал физикĕ тата астроном, çутçанталăк пĕлĕвĕн никĕслевçисенчен пĕрри.
- раштав, 4 — Ришельё Арман Жан дю Плесси, франци патшалăхĕн ĕçченĕ, кардинал.
- Симеон Верхотурский (Симеон Меркушинский; 1607 тĕлн. çур.) — Вырăс православи чиркĕвĕн таса çынĕ. Урал çĕрĕн тӳпери хӳтĕлевçи.
Çавăн пекех
тӳрлет1642 çул Викиампарта? |
1642 çул категори тупăнмарĕ
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |