Тури Туçа
Тури Туçа, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Чиркÿллĕ Туçа ятлă пулнă.
Тури Туçа
|
Ялта вăтам шкул, "Сар хĕвел" (вырăсла "Сар-Хевель"[1]) ясли-сад , ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, аптека пункчĕ, халăх музейĕ вырнаçнă.
Тавралăх
тӳрлетТури Туçа Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Тимĕрле çырми юхса кĕрет. Пăла урлă тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ун тăрăх Пăлан тепĕр çыранĕнче вырнаçнă Вăтаел ялне çитме пулать.
Истори
тӳрлетЯла 1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнче куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă.
Малтанхи вăхăтра çынсем çĕр айĕнчи пӳртсенче, Çĕрпӳрт çырми хĕрринче пурăннă.
Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă майăн, паллах, чăвашланса кайнă, халĕ вĕсен ачисем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.
Чĕмпĕр кĕперниĕн Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта ялта 68 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын тата 181 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].
Паллă çыннисем
тӳрлет- Адрианов Константин Константинович (1887-1971), — паллă тухтăр, Адрианов А.К. тата Адрианов Н.К. шăллĕ.[3][4]
- Мулюков Геннадий Фёдорович, — таврапĕлÿçĕ, вĕрентевçĕ, колхоз ертÿçи
- Никитина Вера Фёдоровна, — РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ (1970), Мулюков Г.Ф. йăмăкĕ, Никитин В.А. мăшăрĕ.[5]
- Глинкин Борис Николаевич, — спортсмен.
- Телегин Геннадий Гаврилович (1938-2012) — физик, физика-математика ăславĕсен докторĕ[6].
Тури Туçаран тухнă полковниксем
тӳрлетТури Туçа вăтам шкулĕ нумай çынна ăс панă, малашлăха суйласа илме пулăшнă. Унтан вĕренсе тухнисен хушшинче полковнике çитнисен йышĕ питĕ нумай:
- Румянцев Сергей Трифонович;
- Телегин Александр Семёнович;
- Дмитриев Анатолий Георгиевич;
- Корнилов Николай Германович;
- Пласкин Николай Васильевич;
- Табаков Феоктист Алексеевич.
Вуламалли
тӳрлет- Мулюков Г. Ф., Мулюкова Е. В., Мулюков Ф. В. «Пирĕн ял. Ăçтан камсем эпир, Туçасем? 1-мĕш пайĕ». — Патăрьел, 2001. — 350 с.
(Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕн кун-çулĕ пирки çырнă тĕп кĕнеке. Кĕнекере ялти нумай йăх-хушаматăн несĕлĕсене çырса кăтартнă — чăн ылтăн! Ял историйĕне те тĕплĕн кăтартма тăрăшнă.)
- Урукова, М. П. Тӑван кил ҫутипе, тӑван кил ӑшшипе... : [аса илнисем, сӑвӑсем] / Мария Урукова. - Чебоксары, 2020. - 389 с. : сӑн ӳкерчӗксем, ӳкерчӗксем ; 21 см. - Хупл. ҫинче : Тӑван кил ҫутипе. - Чӑвашла, вырӑсла. - 100 экз. - (Пер.). - [2020-0795]
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Организацисем, чăмăртанăмсем, йĕркелĕмсем.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ Адриановсен ачисем пурте Тури Туçара çуралнă пулмалла, анчах та, ашшĕ-амăшĕ Шетмĕре çĕр пайĕсем тытса тăнăран, çавăнта çуралнă пек хут тутарнă пулĕ аслисем пирки. Ку ыйтăва тĕплĕнрех тĕпчемелле.
- ^ Никитина Вера Фёдоровна
- ^ Сергеев Т.С. Телегин Геннадий Гаврилович. — Электронла чăваш энциклопедири статья.