Тури Туçа культура çурчĕ

Тури Туçа культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.

Истори тӳрлет

Малтан ял клубĕ йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă. 1992 çулхи чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче икĕ хутлă кирпĕч çурта куçнă. Малтанхи йывăç пӳртре те культурăллă мероприятисене иртермешкĕн майсем çителĕклĕ пулнă. Унтах малтан ял вулавăшĕ вырнаçнă пулнă.

Клубăн пĕрремĕш заведующиĕ вырăнĕнче Алексеев Илья Николаевич ĕçленĕ. Вăлах библиотекарь пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнманнисене асăнма юнашар палăка лартмашкăн клуб çуртне 1975 çулта пăснă.