Вăтаел (Патăрьел районĕ)

Вăтаел, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Патăрьелтен 7 çухрăмра вырнаçнă.

Вăтаел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Туçа
Координатсем 55°05′07″ с. ш. 47°44′51″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Перепелкин Николай Алексеевич
Никĕсленĕ 1642
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83537
Почтă индексĕ 429354
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 870 005
Официаллă сайчĕ каçă
Вăтаел (Патăрьел районĕ) (Раççей)
Точка
Вăтаел (Патăрьел районĕ) (Чăваш Ен)
Точка

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Ялта фельдшер пункчĕ, вулавăш пур. Кунтах "Родник"ял хуçалăх фирми вырнаçнă.

Кунçул

тӳрлет

1642-мĕш çулта хальхи Тăвай районĕнчи Вăтаел (Тăвай районĕ) ялĕн çыннисем "Кив çурт вырăнĕнче" никĕсленĕ. Каярахпа урăх вырăна куçнă.

Вăтаел ял çыннисене 1742-мĕш çулта вăйпа тĕне кĕртнĕ. Патшалăх хресченĕсенчен удела куçарсан чи лайăх çĕрсепмсĕр тăрса юлнă.

1868 çулта ялта 60 кил пулнă. 151 арçын, 157 хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Чăваш Енĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Çак тапхăрти ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа хальхи вăхăта çити Патăръел районне кĕрет[1].

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

тӳрлет
  • Сабаева Анна Илларионовна (1918-27.12.1952), 1942-1947-мĕш çулсенче Тури Туçа шкулĕнче завуч, 1947-1952-мĕш çулсенче унтах директор пулнă.
  • Сорокин Валерий Трофимович"Хыпар" хаçатра тата "Тăван Ен" хаçатра (Шупашкар районĕ) ĕçленĕ журналист.
  • Сорокин Владимир Степанович (1929-2007) — РСФСР тава тивĕçлĕ çурттăвăмçи (1966)[2].
  • Козлов Василий Владимирович — Раççей Федерайийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ хисеплĕ ĕçлевçи, чикĕçĕсен çарти виçĕ енлĕн ăмăртасси енĕпе СССР спорт маçтăрĕ, Патăрьел районĕнчи паллă волейболçă[3].
  • Кадкин Иван Алексеевич (1955-2010), юрист[4], патшалăх тата Конституцилле тивĕç-ирĕк енĕпе специалист, Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
  • Шайкин Ванифатий Васильевич (1962 çур.) — Шупашкарти юханшыв порчĕн пуçлăхĕ (гендиректорĕ)[5].

Вуламалли

тӳрлет
  • Валентина Яковлева, «Пăла шывĕ хĕрринче», 2011.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Н.Б. Малясова. Сорокин Владимир Степанович — Электронла чăваш энциклопедийĕ.
  3. ^ А. Егорова. [Кăтартуллă пограничник, спортсмен, педагог-ветеран.] — Авангард, çу, 26, 2020. — с.3.
  4. ^ Кадкин, И. Наци патшалҭхӗ / И. Кадкин // Хыпар. - 1996. - 28 ҫу.
  5. ^ Юханшыв порчӗн гендиректорӗ тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ

Каçăсем

тӳрлет