Тури Туçа халăх музейĕ

Тури Туçа халăх музейĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче вырнаçнă музей. Шкулăн кивĕ çурчĕнче вырнаçнă.

Музей фондĕнче пурĕ пер пин экспонат ытла.

Истори тӳрлет

Вăтам шкулăн историĕнче самай йĕр И.Н. Ульянов хăварнă. Вăл ку шкула темиçе хут та çитсе курнă. 1872 çулта кунта итленĕ уроксем çинчен вăл питĕ интереслĕ çырса хăварнă.

Музей йышăнакан çуртра малтан тĕрлĕ мероприятисем, пухусем иртернĕ, вăл халĕ те ялăн тĕп культура вырăнĕ шутланать.

1918 çулта ку çуртра Совет влаçне йышăннă, 1924 çулта — комсомол ячейкине туса хунă. Ял клубне уçиччен кунта спектакльсем лартнă.

Музея Г.Ф. Мулюков, М.П. Челяков, Кудрявцева М.П. пуçарнипе тунă. Пĕрремеш экспотансене шкул 125 çул тултарнă ячĕпе халалласа кăтартнă. Уйрăммăн ĕçлеме 1975 çултанпа пуçланă.