Хăнтăр
Хăнтăр, мускус йĕке хӳре (Ondatra zibethicus) — кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки. Вăл лÿппер курăнать. Утнă чухне хырăмĕ çĕре перĕнет. Шыва кĕрес умĕн хăнтăр хăлха шăтăкĕсене питĕрет. Каскăч шăлĕсем питĕ лайăх аталаннă, çăварĕчен тухса тăраççĕ. Вăл ÿсен-тăранпа тăранать. Чи юратнă апачĕ - ăвăс, йăмра, çирĕк, тирек йывăççисен хупписем. Вĕсене çиме хăнтăрсем каçхине йăвисенче тухаççĕ. Çинçе туналлă йывăçсене пĕрре çыртсах татать. Ытларах чухне 10-14 сантиметр диаметрлă çамрăк йывăçсене касса ÿкерет. Кайран сыппа пайласа йăви çывăхнелле сĕтĕрет. Çыран лутра чухне хăнтăрсем "пÿрт" тăваççĕ. Ăна çÿллĕ те типĕ вырăна лартаççĕ. Вăл конус евĕрлĕ. Сарлакăшĕ 5 метр таран, çÿллĕшĕ 1,5 метр таран пулать. «Пÿртне" хăнтăрсем йывăç тураттисенчен купаласа тăваççĕ, юшкăнпа тата пылчăкпа çирĕплетеççĕ. Вăл «пÿрте» вара упа та çĕмĕрсе кĕреймест. Хăнтăрсем хăйсен "пÿртне" çĕр айĕнчен кĕрсе çÿреççĕ. Пурăнасса хăнтăрсем 30 çул таран пурăнма пултараççĕ. Çурисем амăшĕнчен çуралсан икĕ çултан кăна уйрăлаççĕ. Хăнтăрсене кашкăрсем, çÿлевĕçсем тапăнма пултараççĕ. Пирĕн республикăра хăнтăрсем 1951 çултан пуçласа ĕрчеме тытăннă. Вĕсен йышĕ хальхи вăхăтра 1 пинтен ытларах шутланать.