Пурăш, ахаль пурăш (лат. Meles meles) - вăрман чĕр чунĕ. Пурăшсем типĕ çырмасене, шыв çывăхнерех, йышăнаççĕ. Шăтăкĕсем 3 метр таран çĕр айĕнче пулаççĕ. Тăршшĕ 15 метра çитет. Тĕрлĕ пÿлĕм нумай. Пĕр 4 пÿлĕм - йăва валли. Вĕсене пурăшсем питĕ тирпейлĕ тытаççĕ. Унта яланах таса. Çутта килĕштерсех каймасть. Кĕр енне 20 килограма çити самăрланать. Ӳчĕ айĕнче 6 сантиметр хулăнăш çу пуçтарăнать. Юр çусан пурăш ыйха путать, унччен йăвине кĕмелли шăтăксене тĕплĕн питĕрсе лартать. Пурăш ами ака уйăхĕнче  6 çура таран тăвать. Çуралсанах çурасем илтмеççĕ те, курмаççĕ те. 3 уйăхра хăйсем тĕллĕн апат шырама тытăнаççĕ. Кĕр енне амăшĕнчен уйрăм пурăнма тытăнаççĕ.

Пирĕн республикăра пурăш йышĕ вăтамран  500 пуçа яхăн шутланса тăрать

Meles.meles.jpg
Пурăш ареалĕ

КлассификациПравить

КаçăсемПравить