Иванов Герольд Константинович

Герольд Константинович Иванов (1941, авăн, 1, Начар Упи ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР) — реаниматолог[1] (1999), медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ[2]

Иванов Герольд Константинович
Çуралнă вăхăт: 1941, авăн, 1
Çуралнă вырăн: Начар Упи ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш Енре, РСФСР, ССРС
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: медицина
Альма-матер: Хусанти медицина институчĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ (1999)[3].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1941 çулхи авăн, 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Упире çуралнă. Хусанти медицина институтĕнче 1968 çулта вĕренсе тухнă. Шупашкар районĕнчи тĕп пульницинче хирург пулса тăрăшнă, кайран Перĕм облаçĕнчи Керчев участок пульницинче тĕп тухтăр вырăнĕнче ĕçленĕ (1968-1971). Йĕпреç район пульницинче тĕп тухтăр (1971-1972), Республикăри кардиологи пульницинче хирург тата анастезиолог-реаниматор (1972-1978), реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ (1978-1987). 1987 çултан Республикăри кардиологи пульницинче врач-ординатор-анастезиолог.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет

50 ытла ăслăх ĕçĕпе 2 ăслай хатĕрленĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. Шупашкар, 2005, 376 с.

Каçăсем

тӳрлет