Ахмеев Василий Николаевич

Ахмеев Василий Николаевич - профессор.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1933 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Патăръел педагогика училищипе (1952) Чăваш педагогика институтне (1956) Чулхулари пединститут пĕтĕрнĕ. Камчаткăра, Сахалинта вĕрĕнтекен пулса ĕçленĕ. 1964-мĕш çулта кандидат диссертацине хӳтĕлĕнĕ хыççăн Сыктывкарти Коми патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентекен, доцент, кафедра ертӳçи пулса ĕçленĕ. 1972-2001 çулсенче - ректор. 1988 çулта профессор пулнă. 2005 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Сыктывкарта вилнĕ.

Ахмеев Гурий Николаевичăн шăллĕ.

Ĕçĕсем

тӳрлет

70 ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ, çав хушăра 5 монографи

Чысĕсем

тӳрлет
  • Коми АССРĕн ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
  • Раççей аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Василий Николаевич Ахмеев - человек, учёный, руководитель/ М-во образ. и науки Рос. Федерации, Федер. агентство по образ., Коми гос. пед. ин-т; Сыктывкар: Изд-во КГПИ, 2007. – 168 с., [12] л. ил.
  • Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 27.
  • Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 160.
  • Календарь знаменательных и памятных дат на 2008 г.

Каçăсем

тӳрлет