Ахмеев Гурий Николаевич

Ахмеев Гурий Николаевич - профессор (1978), экономика ăслăлăхĕсен докторĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1930 çулхи авăнăн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтне пĕтĕрнĕ (1956), кайран аспирантура пĕтернĕ.

Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслĕ вĕрентекен (1961-1964), политэкономи кафедрин доценчĕ (1964-1967). Чăваш патшалăх университетĕнче доцент тата халăх хуçалăхĕн экономики кафедрин ертӳçи (1967-1969), экономика факультечĕн деканĕ (1968-1978), экономика анализĕпе производство тухăçлăхĕ кафедрин ертӳçи.

Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ (1983-1984).

1984 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Ĕçĕсем

тӳрлет

100 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет
  • Чăваш АССРĕн ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1978).
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. – Шупашкар, 2005. – С. 27.
  • Чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 160.

Каçăсем

тӳрлет