Еншик
Еншик, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял, Пăла хĕрринче вырнаçнă.
Еншик
|
Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.
Истори
тӳрлетКу ялпа çывăх хулашсем вырнаçнине асра тытсан ку вырăнта малтан пăлхарсем пурăнни çинчен калама пулать. Еншик патĕнче те улăп тăпри пур.
1805 çулта Пăва уесĕнчи çĕрсене тĕпрен уйăрма пуçличчен Еншикре 64 кил пулнă. Ял ятне шута илсен, пуçарса яраканĕсем Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă, е Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕсенчен пулнă пуль теме пулать.
1911 çулхи Чĕмпĕр кĕпернийĕнчи кашни киле çырса илнĕ чухне ялта 148 кил, пурăнакансен йышĕ 900 çын патнелле пулнă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Паллă çыннисем
тӳрлет- Сантăр Аксар, критик, сăвăç.
- Ахмеев Василий Николаевич, Коми патшалăх педагогика институчĕн ректорĕ.
- Ахмеев Гурий Николаевич, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ.
- Ахмеев Селивестр Николаевич, ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Сидоров Пётр Александрович, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн иккĕмĕш ректорĕ.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
.