Ксыл-Чишма
Ксыл-Чишма, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишер ялĕ.
Ксыл-Чишма
|
Центăртан 30 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Кăзăл Чишма Красномайск тата Алманчă ялĕсемпе кӳршĕллĕ вырнаçнă.
Ялта шкул, ял вулавăшĕ, çемье врачĕн оффисĕ вырнаçнă.
Истории
тӳрлетКăзăл Чишма ялĕ 80 çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1928 çулта никĕсленни çинчен палăртать.
1919 çулччен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне Тăмпаель волăçне кĕнĕ.
1928 çулччен Начар Упи ятлă пулнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2009 çул тĕлне ялта 700 çынна яхăн пурăнать.
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, Тухтăрсен пĕтĕмĕшле пулăшу паракан практикă офисĕ, медицина пункчĕ, мечĕт, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавккасем: «Айгуль», «Пегас».
Урамсем
тӳрлетЛенин, Садовăй, Совет, Тĕп, Чапаев, Шакир-Рахимов.
Этимологи
тӳрлетКăзăл Чишма ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрманта пĕчĕк кӳлĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр йывăр аманннă салтак çак кӳлĕ патне аран шуса çитнĕ. Унăн юнĕ çак кӳлле юхса тухнă. Унтанпа çак кӳлле «Хĕрлĕ çăлкуç» ят панă. Чăвашларан тутарла куçарсан -- « Кызыл Чишма».
Паллă çынсем
тӳрлет- Абзалов Ринат Абзалович [2]- биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Латыпов Кави Тагирович, сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Сулейманов Джавдет Шевкетович- физика-математика ăслăхĕсен наукисен тухтăрĕ.
Асăрхатарусем
тӳрлет- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./148798/260221/260223 Абзалов Ринат Абзалович Ксыл-Чишма ял тăрăхĕн сайчĕнче