Сăвăр
Сăвăр (лат. Marmota) — сĕт çитерекен пакша евĕрлĕ кăшлакан чĕрчун. Сăвăр кĕлетки тăршшĕ 50-58 сантиметр, йывăрăшĕ 4-6 килограмм пулать. Сăвăрсем çемьепе шăтăкра пурнаççĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 2-3 метра çитет, тăршшĕ вара 10 метртан та иртме пултарать. Кĕркунне шăтăкне питĕрсе çывăрма выртаççĕ. Çуркунне вăрансах чупаççĕ. Сăвăр ами 40-42 кунран 3-5 çура тăвать. 26 кунран çурасем курăк çиме тытăнаççĕ. Наркăмăшлă курăксемсĕр пуçне нимĕнле ÿсен-тăрана та тиркемеççĕ. Сăвăрсем 10-12 çул пурнаççĕ. Пирĕн патăрта вĕсем ĕлек пайтах пулнă. Хальхи вăхăтра сăвар ятарласа килсе янă хыççăн кăна тепĕр хут ĕрчеме пуçланă. Паянхи куна сăвăр колонийĕсем Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенче пур.
КлассификациПравить
- Алтай сăвăрĕ Marmota baibacina
- Байбак Marmota bobak
- Marmota broweri
- Шуралнă çăмлă Marmota caligata
- Камчатка сăвăрĕ Marmota camtschatica
- Хĕрлĕ сăвăр Marmota caudata
- Сар хырăмлă сăвăр Marmota flaviventris
- Гималай сăвăрĕ Marmota himalayana
- Альп сăвăрĕ Marmota marmota
- Мензбир сăвăрĕ Marmota menzbieri
- Вăрман сăвăрĕ Marmota monax
- Олимп сăвăрĕ Marmota olympus
- Тарбаган, Монголи сăвăрĕ Marmota sibirica
- Ванкувер сăвăрĕ Marmota vancouverensis
Сăвăр кунĕПравить
1886 çултан АПШра нарăсăн 2-мĕшĕнче Сăвăр кунĕ паллă тăваççĕ.Çак куна сăвăр шăтăкĕнчен тухнине сăнаса хĕл тăршшĕне пĕлеççĕ.
КаçăсемПравить
- Байбак.ру — Сăвăрсене килте усрамалли çинчен
- Василий Песков «Вĕсем халь çывăраççĕ» Архивленĕ 10 Ака уйӑхӗн 2009 çулта.
- Сăвăрсен çурчĕ Архивленĕ 5 Ҫу уйӑхӗн 2016 çулта.