Шăхач
Шăхач, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1955-мĕш çултанпа ун çумне Тури Сĕнтĕр (Ирçе Сĕнтĕр) тата Анат Сĕнтĕр ялĕсене те пĕрлештернĕ.
|
Чĕмпĕр кĕпернийĕн ялĕсен 1913-мĕш çулхи йышĕнче Шăхачра вырăссемпе чăвашсем, Тури Сĕнтĕрте модвасем, Анат Сĕнтĕрте чăвашсем пурăнаççĕ тенĕ. 1897-мĕш çулхи йышра вара пуринче те чăвашсем пурăннă пек пулса тухать.
Истори
тӳрлет1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулчен Патăрьел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăрьел районне кĕрет [1].
1940-мĕш çул тĕлне 150 ытла килте чăвашсем, 62 килте ирçесем, 41 килте вырăссем пурăннă; 21-мĕш ĕмĕр тĕлне вырăссем пурнакан килсен шучĕ 5, ирçесем пурнакан килсен шучĕ те çавăн чухлех[2]. Тепĕр çăлкуç тăрăх: 2014-мĕш çул тĕлне ялта мĕнпурĕ 285 кил пулнă, вĕсенчен 13-шĕнче ирçесем, 11-шĕнче вырăссем[3]. Çапла вара кунта пурнакансен пысăкран та пысăк пайĕ, хуть те хăш енчен пăхсан та, хальхи вăхăтра чăвашсем пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенче тĕрлĕрен палăртни хутăш килйышсене кăтартни-кăтартманнинчен килнĕ пулас.
Паллă çыннисем
тӳрлет- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Селиверстов Роман Иванович — Георги хĕресĕн тулли кавалерĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ
Вуламалли
тӳрлетИ.М.Матросов, С.Я.Карягин, А.И.Мефодьев Батыревская энциклопедия..
Каçăсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ В. П. Сергеев çырни тăрăх (Патăръел энциклопедийĕ, 2-мĕш том)
- ^ Зайцева, Елена. Три языка одной деревни (Советская Чувашия хаçатран)