Кокель Алексей Афанасьевич
Кокель Алексей Афанасьевич (1880, пуш, 13, Пăва уесĕ, Турхан ялĕ (халĕ Чăваш Ен, Патăръел районĕ) — 1956, нарăс, 4, Харьков, УССР) — ӳкерçĕ, график, профессор. CCCР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1932).
Алексей Афанасьевич Кокель | |
Автопортрет. 1936 ç. хут, кăмрăк, 50,5 х 38,5 | |
Çуралнă вăхăт: | 1880 çул пуш, 13 (пуш, 1) |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Турхан, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Ен, Пăва уесĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1956, нарăс, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Харьков |
Жанр: | ӳкерçĕ |
Вĕренӳ: |
В.Е. тата А.В. Маковскисен ӳнер студийĕ Петербургри ӳнер академийĕ, унта вăл Я. Ционглинский, В. Савинский тата Д. Кардовский патĕнче пĕлӳ пухнă. |
Стиль: | социаллă реализм[1] |
Пулăшакансем: | Казимира Станиславовна Свенторжецкая, М.В. Раубе амăшĕ [2] |
Пурнăçĕ
тӳрлет1880 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пăва уесĕн Турхан ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Патăръел районне кĕрет) çуралнă.
1903 çулта Санкт-Петербургри укерӳ шкулĕнче вĕренсе тухнă. 1912 çулта И.Е.Репинпа Д.Н.Кардовский ăста лаççинче Аслă ӳнер шкулĕнче пĕлӳ ӳстернĕ. "В чайной" конкурслă (дипломлă) ĕçĕшĕн Алексей Кокеле Италине пенсионер енĕпе хăйĕн ӳкерçĕ ăсталăхне пахалатма янă. "В чайной" ĕçĕ 1913-1914 çӳлсенче Мюнхенри тата Венеци мĕнпур тĕнчери куравсенче кăтартнă.
1916-1921 çулсенче Алексей Кокель Харьков ӳнер шкулĕнче вĕрентекен пулса, 1918-1922 çулсенче Çар-ĕç тăрăхĕн коммисариачĕн ӳнер секцин ертӳçи пулса ĕçленĕ.
1921-1923 çулсенче вăл пуçарса янипе Харьков ӳнер институтне туса хунă. Вăлах çав институтăн ректорĕ пулнă. 1923-1956 çулсенче вăл институтăн живописьпе ӳкерчĕк кафедрин ертӳçи пулнă.
Çавăн пекех Алексей Кокель Червонлă Украинăн ӳкерçисен пĕрлешĕвне туса хураканĕ.
1956 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьков хулинче вилнĕ.
Пултарулăх
тӳрлетА. А. Кокель ĕçĕсен пухмачĕ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче упранать.[3]
- «Портрет чувашской женщины» (1906)[4]
- «Уральские заводы» (1908)
- «В чайной» (1912)[4]
- «Итальянцы» (1913)[4]
- «Семейный портрет» (1914)
- «Из чувашской сюиты»(1919)
- «Извозчик» (1919)[4]
- «Венчание. Чуваши» (1920)
- «Старый рабочий» (1927)
- «На посту» (1927)
- «Награждение ударницы» (1930)
- «Колхоз пасарĕ» (1934)
- «Ликбез» (1935)[5]
- «На соляных промыслах» (1936)
- «Зима» (1943)
- «Донец» (1955)
Асăнмалăх
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Алексей Афанасьевич Кокель: Воспоминания современников и учеников.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1980.– 104 с.: ил.
- Кокель А.А. Алексей Афанасьевич Кокель: Выст. произведений, посвящ. 100–летию со дня рождения худож.: Каталог / А.А.Кокель.– Чебоксары; Киев; Харьков, 1980.– 30 с.
- Садюков Н. И. Алексей Афанасьевич Кокель (к 125-летию со дня рождения) // Халăх шкулĕ=Народная школа. – 2004. – № 6.
- Кушманов Н. Кокель: Поэма / Н.Кушманов.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 128 с.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокtrofimov
не указан текст - ^ Васильев В. Чувашский Рафаэль
- ^ Возвращение Алексея Кокеля. Чувашский государственный художественный музей 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Кокель Алексей Афанасьевич 2012 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ написана по заказу Совнаркома Чувашской АССР
Каçăсем
тӳрлет
Ку ӳкерçĕсем çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |