Альбина Юрату (паспортра: Любимова Альбина Васильевна), (1959 çулхи çурла, 25, Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçĕ[1].

Альбина Юрату
Çуралнă чухнехи ят: Яковлева Альбина Васильевна
Çуралнă вăхăт: 1959, çурла, 25
Çуралнă вырăн: Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1977 - х.в.
Тĕлĕ: лирика
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Любимова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш ÇП пайташĕ (1992 ç.), Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Эмине парнин лауреачĕ (2001 ç.).

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

1959 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче кун çути курнă.

Ашшĕ — Василий Егорович Яковлев (Велвокай) — хĕрне мĕн ачаран чăваш чĕлхин капăрлăхĕпе янравлăхне ăша хывма, çутçанталăк пулăмĕсене асăрхама-сăнарлама вĕрентнĕ. Амăшĕ — Клавдия Васильевна Киселева (вырăс хĕрарăмĕ) — çĕр çинчи пур халăха та хисеплеме хăнăхтарнă, ют чĕлхесене пĕлнин пĕлтерĕшне ăнкартма пулăшнă.

Ялта çуралса ӳснĕскер, мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăх илемне курса-туйса çитĕннĕ. Çепĕç чăваш чĕлхи урлă çут тĕнчене юратма вĕреннĕ, тус-тантăша, тăван-хурăнташа, ял-йыша хисеплеме хăнăхнă.

Кĕçех пĕчĕк Альбина кĕске калавсем, прозăллă сăвăсем çырма пуçлать. Хайлавĕсем ун чухнех кăсăклă та шухăшлă пулнă. Малтан вĕсем районти «Авангард» хаçатра пичетленнĕ, каярахпа — «Пионер сасси» («Тантăш»), «Пионерская правда», «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче. Шкулта стена хаçачĕ кăларнă, концертсем ертсе пынă. «Пионер сасси» хаçат «15 республика — 15 тăванлă çĕршыв» ятпа ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе, Альбина Яковлева Пĕтĕм Союзри «Орленок» пионерсен лагĕрĕнче тӳлевсĕр путевкăпа каннă.

Ялта ĕçпе пиçĕхнĕ хĕр хăй умне çирĕп тĕллев лартнă: тăван чĕлхене тата та лайăхрах пĕлмелле-тĕпчемелле. Çак йӳтĕмпе вăл 1976 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă та çивĕч ăс-тăнлă студента кунта часах асăрханă — старостăна суйланă. Альбина Яковлева «Ульяновец» (ЧПУ) тата «Молодой коммунист» хаçатсемпе туслашать.

Вырăсла таса та илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма пултаракан хĕре 1979 çулта Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ университетри журналистика факультетне вĕренме куçараççĕ. Кунта вăл часах аслă шкулăн «Московский университет» хаçачĕпе çыхăну тытма пуçлать. Вĕреннĕ çулсенче Альбина журналист ăсталăхне «Советская культура», Тинĕсçум Енри «Трудовое слово», Узбекистанри «Комсомолец Узбекистана» хаçатсенче туптать. Акă ăçта кирлĕ пулнă ăна тĕрлĕ халăха, чĕлхене хисеплесси-юратасси.

1982 çулта, алла диплом илсен, Альбина Яковлева тăван республикăна таврăнать. Мускавра вĕреннĕ çулсенче вăл пĕр чăнлăха чĕрипе туйса илет: чăн-чăн çыравçă пулма тăван çĕрпе чăваш халăхĕ çеç пулăшĕç. Альбина пĕр вăхăт Елчĕк районĕнчи «Колхоз ялавĕ» хаçатра корреспондентра ĕçлет, районти хастар та маттур çынсем çинчен тĕрленчĕксем хайлать. Кунтах унăн çĕнĕ сăввисем çуралаççĕ.

Чулхула облаçĕнчи Лысая Гора ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Любимовпа çемье чăмăртасан, Альбина республика тĕп хулине куçса килет. Альбина Васильевна мăшăрĕпе, Николай Васильевичпе, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Асли, Ольга, Шупашкарти ӳнер училищинче сăрăç-модельера вĕреннĕ. Ольга амăшĕн «И многоточье ставлю я опять...» сăвă кĕнекине хăйĕн ӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Кĕçĕнни, Константин, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейра 11-мĕш класра вĕренет, программист пулма ĕмĕтленет.

А. Любимова пĕр вăхăт Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче («Шупашкар трикотажĕ» фирма) радиоредактор ĕçĕ вырăнĕнче тимлет. Çамрăк журналистка ĕçри хастарсем çинчен хитре тĕрленчĕксем хайлать.

Халĕ Альбина Васильевна Чăваш Республикинчи Çутçанталăк ресурсĕсен управленийĕнче пресс-секретарь пулса вăй хурать. Çутçанталăка сыхлас, хӳтĕлес, тăван тавралăх пуянлăхне, илемне килес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе республика хаçачĕ-журналĕнче тĕрлĕ материал пичетлет.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Сăвă çырма ачаранах пуçланă. Вĕсене «Авангард», «Пионер сасси», «Пионерская правда» хаçатсенче пичетленĕ.

Сăвăç ултă кĕнеке авторĕ. Унăн «Каях, сывă пул..» пĕрремĕш кĕнеки ентешĕсем — Раиса Сарпи, Юхма Мишши, Олег Цыпленков — пулăшнипе 1992 çулта «Вучах» хаçат библиотекинче кун çути курать. Икĕ çултан «Пике» журнал çумĕнче «Эпĕ сана юрататăп» кĕнеке пичетленет. Кĕнекен тĕп спонсорĕсем Владимир Афанасьевич Никитин предпринимательпе Аркадий Павлович Айдак, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳçи. Аппăшĕ, Раиса Сарпи сăвăç, тăрăшнипе «Любовь моя, боль моя» сăвăсен пуххи Мускавра 1995 çулта çапăнса тухать. Тепĕр çулталăкран «Чĕрем витĕр иккĕн утас çул выртать» кĕнеки Шупашкарта кун çути курать. Ана кăларма пулăшаканĕ Сергей Александрович Сергеев, Шупашкар хула çынни.

1997 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» кĕнекери вунултă автортан пĕри - Альбина Юрату. 2001 çулта вулакансем патне сăвăçăн «И многоточье ставлю я опять...» вырăсла куçарнă сăвăсен пуххи çитрĕ. Унти сăвăсене вырăсла Анатолий Смолин, Аристарх Дмитриев, Людмила Симонова, Наталья Берс, Ирина Етова тата ыттисем куçарнă.

Альбина Юрату сăвăçа республикăра çеç мар, Раççейре те, ытти çĕрте те пĕлеççĕ. 1999 çулта вăл Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк хĕрарăмĕсен пĕрремĕш курултайне хутшăнать. Унăн пултарулăхне Раиса Сарпи, Регина Лепилкина, Михаил Сениэль тата ытти авторсем пысăка хурса хакланă.

Альбина Любимова-Юратун çĕнĕ хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçатра, «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче кун çути кураççĕ. Чăваш радиовĕ «Сансăр пурнăç çук» композици хатĕрлерĕ.

Поэтесса сăввисемпе çырнă юрăсем халăхра анлăн сарăлчĕç. Унăн юррисене Александр Осипов, Людмила Семенова, Олег Кăйкăр, Клара Осокина, Михаил Федоров, Александр Мингалев, Светлана Бубновăпа Римма Шекирова, Владимир Леонтьев, Елена Османова, Петр Романов, Елена Леонтьева, Сергей Кувшинов, Тамара Савей, Борис Соколов, Алина Михайлова, Тамара Ишмуратова тата ытти чăваш эстрада çăлтăрĕсем шăрантараççĕ.

Альбина Юрату сăвăç хайлавĕсенче çутçанталăка, Тăван çĕршыва, çынна, атте-аннене, ачасене чи сутă та çепĕç туйăмпа юратнине ăс-тăнпа туйса тăратăн. Çавăнпах вăл хăйĕн хушма ятне ЮРАТУ илнĕ.

Тĕрĕсмарлăх та икĕ питлĕх, курайманлăх та кĕвĕçӳ ытла та нумайран-тăр, поэтесса ытларах юрату çинчен çырать. Вăл мăнаçлă та вăйлă, çутă та таса, çепĕç те пархатарлă, илемлĕ те ăшă туйăм тĕнчене ырăрах та телейлĕрех тăвасса шанать.

Унăн пичетленсе тухнă сăвă кĕнекисем:

  • «Эпĕ сана юрататăп» (1977, 1994);
  • «Каях! Сывă пул!»; (1992)
  • «Чĕрем витĕр иккĕн утас çул выртать» (1996);
  • «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» (1997);
  • «Любовь моя. Боль моя» (Ман юрату — ман ырату, вырăсла, 2001);
  • «И многоточие ставлю я опять...» (вырăсла, 2001);
  • «Кĕтетĕп сана, килсем...» (2004);

Альбина Юратун сăввисем çине нумай юрă хывнă.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет
  • Эмине ячĕллĕ преми
  • Мускавра экологи темипе иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери кинофестивальсен дипломанчĕ (икĕ хутчен)
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи М. А. Овчинниковпа СССР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ В.Н. Мерзлайкин ячĕллĕ, Петр Маркин (Лесной) çыравçă тата Чăваш Республикин культура министерстви парнисен лауреачĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Ерагин, Е.Е., "В устье Суры по Огневке" ("Поэтесса Альбина Юраду"). Н.Новгород, 2006. – С.362-365.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет