Нăрваш Шăхаль
Нăрваш Шăхаль, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1917 çулчен Аслă Шăхаль ятлă пулнă. Унăн хыççăн вара яла Чиркӳллĕ Шăхаль ят панă. 1927 çултанпа хальхи ятпа паллă.
Нăрваш Шăхаль
|
Ял тытăмĕ, халăх йышĕПравить
Ялта вăтам шкул пур.
ИсториПравить
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Паллă çынсемПравить
- Альбина Юрату, чăваш сăвăçи.
- Исаев Юрий Николаевич, чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- Калентьева Ирина Николаевна, чăваш спортсменĕ.
- Раиса Сарпи, чăваш сăвăçи.
ВуламаллиПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Архивленĕ 16 Юпа уйӑхӗн 2017 çулта.