Григорьев Василий Семенович

Григорьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Василий Семёнович Григорьев — (Патăръел районĕн Алманчă ялĕ)— биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (2006), профессор.

Григорьев Василий Семенович
Çуралнă вăхăт: 1941
Çуралнă вырăн: Патăрьел районĕ, Алманчă, Чăваш АССР, РСФСР, ССРС
Патшалăх:

СССР РФ

Ăслăх сфери: физиологи, биохими
Альма-матер: Хусанти ветеринари институчĕ

Биографи

тӳрлет

Василий Семёнович Патăръел районĕн Алманчă ялĕнче 1941 çулта çуралнă.

1962 çулта Вăрнарти зооветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 1963-1966 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă.

Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ, кунтах 1973 çулта аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1974 çултанпа ял хуçалăх академинче ассистент, аслă вĕрентӳç, ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕх физиологийĕпе биохими кафедрин доценчĕ пулса ĕçленĕ. 1996-2000 çулсенче кафедра ертӳçи вырăнĕнче вăйне панă.

2006 çултанпа - эпизотологи кафедрин ертӳçи.

Чысланисем

тӳрлет
  • РФ тава тивĕçлĕ ветеринар-тухтăр (2003);
  • Раççей Федерацин аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ;
  • медальсем.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет

96 наука ĕçĕ çырнă, 5 вĕрентӳпе методика пособийĕ, 4 вĕрентӳ пособийĕ кăларнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • «Утакан малаллах каять»… («Авангард», патăрьел) кăрлач, 24, 2007.