Алманчă ял тăрăхĕ

Алманчă ял тăрăхĕЧăваш Республикинчи Патăрьел районĕн ял тăрăхĕ.

Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей
Статус ял тăрăхĕ
Кĕрет Патăрьел районĕ
Администраци центрĕ Алманчă сали
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3
Сайчĕ

Администраци адресĕ: Алманчă ялĕ , Тĕп урам.

Телефон: +783532 6-70-39

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Фомин Георгий Михайлович.

Тавралăхĕ тӳрлет

 
Хыр вăрманĕ
 
Çакăнса тăракан кĕпер

Ял тăрăхĕ районăн кăнтăр хĕвеланăç пайĕнче вырнаçнă. Ялтан кăнтăрарах вăрман ӳсет. Тăпри хăйăрлă пулнăран нумайрах хырсем ӳсеççĕ. Унсăр пуçне хурăн, юман, ăвăс, чăрăщвырнаçнă лаптăксем пур. Тĕллĕн-тĕллĕн уртăш, кăпчанкă, йыт çĕмĕрчĕ, пилеш, çăка тĕл пулать. Кăвакарчăн куçĕ, сăмала курăкĕ, кушак курăкĕ, çеçпĕл, сарă чапăл курăкĕ тупма пулать. Айлăмрах вырăнсенче мăк ӳсет.

Вăрманта хура çырла, çĕр çырли, кĕтмел, пĕрлĕхен тупма пулать. Упа сарри анлă сарăлнă. Вăрманта кайăксем нумай. Вăрманпа ял хушшинчи çерем çинче чĕп курăкĕ, кукша пуç, чавка пуç, шăнăр курăкĕ ӳсет. Вырăнĕ-вырăнĕпе кикен, вĕлтĕрен, хупах, шурут, тĕрлĕ йышши пиçен тĕл пулать. Вăрман хĕррипе асфальт çул иртсе каять. Ун хĕррине хурăнсемпе йăмрасем лартнă. Шăнкăртам юханшывĕ урлă ял патĕнче икĕ тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ял патĕнче çырмана пĕвеленĕ, тата ун урлă çакăнса тăракан кĕпер тунă. Юханшывра уланкăсем, карпсем, çăрттансем тĕл пулаççĕ. Ял тăрăхĕн çурçĕр-хĕвеланăç чикки Пӳле юханшывĕ тăрăх пырать. Ун урлă тунă пĕвĕ тăрăх асфальтлă çул Яманчурелти акшар карьерĕ патне каять. Ялтан çурçĕререх хура çĕрлĕ хир тăсăлать.

Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ тӳрлет

Халăх йышĕ — 1025 çын.

Ялсем тӳрлет

Ял тăрăхĕ Алманчă ялĕнчен тăрать. Пĕтĕм урамсене асфальт хунă.

Кун-çулĕ тӳрлет

Организацисем тӳрлет

Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданĕсем тӳрлет

Бюджет тӳрлет

Асăрхатарусем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.