Йăмра
Шурă йăмра | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||
|
||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||
Salix alba L. | ||||||||||||||
|
Шурă хăва, (лат. Sálix álba) — йывăçсен хăва йышшисен çемьинчи уйрăм тĕс. Йăмра тени вара тривиаллĕ ят шутланать.
Пĕтĕмĕшле çырни
тӳрлетЙăмра чăваш ялĕнче
тӳрлетКирек хăш чăваш ялĕ те йăмраллă. Авал йăмра чăвашăн юратнă йывăçĕ пулнă. Йăмрана чăвашсем урам тăрăх, çуртсем хушшине, пĕве е çырма таврашне лартнă. Урамри е кил таврашĕнчи йăмра çулла сулхăн панă, вут-кăвар сарăласран сыхланă.
Халĕ вара урам тăрăх электричество е радио пралукăсем карăнса тăраççĕ. Çавăнпа та урам тăрăх йăмра лартмаççĕ – тураттисем электричество пралукĕсене перĕнесрен сыхланаççĕ.
Пĕве таврашĕнче вара халĕ те йăмра яланах тĕл пулать. Унăн тымарĕсем çĕре ишĕлме памаççĕ. Ӳсессе те йăмра хăвăрт ӳсет, ку енĕпе ытти йывăçран тем чул ирттерет. Ăвăс кăна йăмраран юлмасть. Хальхи чăваш ялĕсенче хурăн, вĕрене, ăвăс, каврăç, пилеш, çĕмĕрт йышлă лартаççĕ. Çавăнпа чăваш ялĕ халĕ те аякран вăрман пек курăнать. Йывăçлă çĕрте сывлăш та таса. Çуллахи шăрăхра та йывăç сулхăнĕнче кăмăллă. Выльăх та шăрăхра йывăç сулхăнне пытанать.
Ареалĕ
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Йăмра: информаци GRIN сайтĕнче(акăлч.) 2009 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче тĕресленĕ.
- Йăмра: информаци «Энциклопедия жизни» сайтĕнчи (EOL)(акăлч.) 2009 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.
- Йăмра(ĕçлемен каçă) — Пысăк совет энциклопединчи статья 2009 çулхи авăнăн 27-мĕшĕнче тĕресленĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |