Алманчă халăх музейĕ
Алманчăри халăх музейĕ — Патăрьел районĕнчи Алманчăра вырнаçнă халăх музейĕ.
Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсем, информации политики тата архив ĕçĕсен Министерствин 25.05.2005 № 01-07/192 хушăвĕпе музея «Халăх музей» ятне тивĕçтернĕ.
Музей директорĕ - Васильев Василий Иванович, вĕреннипе - физикăпа производство никĕсĕсене вĕрентекен.
Музей тытăмĕ
тӳрлетМузейре 200 ытла кĕнеке пур. Вĕсене ял-йышпа хăнасем парнеленĕ.
Музейре умĕнхи пӳлĕмĕпе 7 экспозици пӳлĕмĕ.
8 пӳлĕмре 1100 ытла экспонат, вĕсенчен 700 чăн документсем тата 700 ытла урăх экспонатсем упранаççĕ. Умĕнчи пӳлĕмре ял мĕнле пуçланни, ял пурнăçĕ çинчи архив докуменчĕсем, XVII-XX мĕш ĕмĕрти ялти çын шучĕ çинчен пĕлме пулать.
Этнографи пӳлĕмĕ
тӳрлетЭтнографи пӳлĕмĕнче ялхуçалăх хатĕрĕсем, çуртри куллен усă курмалли япаласем, анатри чăвашсен тумтирĕ. Кунта ача кӳми, тăрантас, пир-авăр тĕртмелли хатĕрсем пур.
XX ĕмĕр варрин тапхăрĕ
тӳрлетИккĕмĕш пӳлĕмре XX ĕмĕр варринчи хресчен çурчĕн ăшлăхне кăтартнă.
Колхоз ĕçĕ-хĕлĕн тапхăрĕ
тӳрлетВиççĕмĕш пӳлĕмре колхоз тума пуçланă вăхăчĕ тата шкул историйĕ çинчен пĕлме пулать. Кунта малтанхи председательсен списокĕ пур. Çакăнтах репрессине лекнĕ ял çыннисене асăннă.
Паллă ĕçченсем
тӳрлет4 пӳлĕмре колхоз тĕрлĕ вăхăтра мĕнле ĕçленине, хастар колхозниксем çинчен каланă.
Чапа тухнă ентешсем
тӳрлетПиллĕкĕмĕш пӳлĕмре ялтан тухнă паллă çынсене – тава тивĕçлĕ ĕçченсене, ăсчахсене, орден илнĕ çынсене, аслă офицерсене, спортсменсене палăртнă.
Мухтав пӳлĕмĕ
тӳрлетУлттăмĕш пӳлĕмре тăван çĕршыва сыхлакансемпе çыхăннă. Тĕп вырăнта – Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи сăнукерчĕксем, салтак çырăвĕсем. Уйрăм вырăнта – салтаксен наградисем. Кунтах ытти вăрçăсенче хутшăннисене те асăннă (1 тĕнче вăрçи, граждан вăрçи). Афганистанра тата Кавказра террора хирĕç операцисенче хутшăннисене палăртнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем
тӳрлетÇиччĕмĕш пӳлĕмре пĕр стенана Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисен сăнукерчĕксем йышăнаççĕ. Вилтăпри вырăнĕсене кăтартакан карттă пур.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чувашия.biz сайт музей çинчен(ĕçлемен каçă)