Пĕрлĕхен
Пĕрлĕхен, (лат. Rúbus saxátilis) — нумай çул ӳсекен пыл паракан ӳсентрăран; роза йышĕнчи хăмла çырли йăхĕнчи биологи тĕсĕ.
Пĕрлĕхен - 30 см çӳллĕш таран нумай çул ӳсекен курăк. Туни тӳрĕ хытă çиплĕ. Çулçисем виççĕллĕ, яка мар, вăрăм туналлă. Чечекĕсем шурă, пысăк мар, 3-10 чечеке çупкама пуçтарнă. Çу- утă уйăхĕсенче чечеке ларать. Çимĕçĕ - тăватă çимĕçĕ пĕрлешсе хĕп-хĕрлĕ е сарă-хĕрлĕ çырла, кашнин варринче шăммми пур. Çырлисем сĕткенлĕ, уçă, йӳçĕклĕ, нар тути пекрех. Çырлисем çĕртме- çурла уйăхĕнче пиçеççĕ. Çиме юрăхлă.
Сарăлни
тӳрлетРаççейре анлă сарăлнă, Европа пайĕнче кăнтăрта кăна çук, Çĕпĕрте тата Анат Хĕвелтухăçĕнче те тĕл пулать. Нумайрах чухне нӳрлĕ вăрманченче, лăсăллă вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Çимĕçĕсенче углеводсем, органика йӳçĕкĕсем, пектинсем, витамин С, флавоноидсем, токоферол, фитонцидсем пур. Çĕр çийĕнчи пайĕнче — алкалоидсем, флавоноидсем, рутин, витамин С пур.
Тата пăхăр
тӳрлетÇывăх биологи тĕсĕсем:
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. В 3-х томах. — М.: Т-во науч. изд. КМК, Ин-т технолог. иссл, 2003. — Т. 2. Покрытосеменные (двудольные: раздельнолепестные). — ISBN 9-87317-128-9
- Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. Чебоксары. Чуваш. кн.изд-во. 1965.с.128-129.
- Подымов А.И., Суслов Ю.Д. Лекарственные растения Марийской АССР. — Марийское кн.изд-во.
КАçăсем
тӳрлет- Пĕрлĕхен: информаци GRIN сайтĕнче
- Костяника // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.