Çăрттан (лат. Esox) — тăварсăр шыври пулăсен речĕ (кăкĕ). Курăмлă тĕсахаль çăрттан ...................................................................................................

Çăрттан

Çăрттан (шĕшле) - пирĕн тăрăхра ку йышран пĕртен-пĕр пулă шутланать. Кĕлетки вăрăм – 1,5 метра çитет, йывăрăшĕ вара – 40 килограма. Чăвашра 10 килограмран йывăртарах çăрттансем сайра тĕл пулаççĕ.

Морфологийĕ

тӳрлет

Çак çăткăн пулă сăрă симĕс е сарăрах сăрă тĕслĕ. Аяккисем кăшт çутăрах, тăсăк çаврашка евĕрлĕ пăнчăпа витĕннĕ. Çăрттан пуçĕ вăрăм, янахĕ малалла тухса тăрать. Çăварĕ тĕрлĕ шăлпа тулли: вĕсем янах çинче анчах мар, чĕлхе çинче те, çăвар маччи çинче те пур. Вăлтана çăрттан çакланни яланах пулă тытаканшăн пысăк ăнăçу шутланать. Пысăкăшне кура пулăçсем çăрттана темиçе ят панă. Çăвăр, пĕчĕк çеç çăрттансене чăвашсем шӳ е шӳшлек теççĕ, вăтам çăрттансене вара шӳркке теме йышăннă.

Пурăнакан вырăнĕсем

тӳрлет

Çăрттан пур шывра та пурăнма пултарать, анчах та тарăн шăнакан пĕвесемпе кӳлĕсенче тĕл пулмасть.Шĕшле ытларах шыв çи, чапак, карас тытса çиет, ротансене, ытти вак пулăсене те тиркемест. Ку пулă уйрăмах çурлапа авăн тата пуш уйăхĕсенче çăткăн. Шăпах çав тапхăрта пулăçсем вĕсене нумай тытаççĕ те.

Тытасси

тӳрлет

Çăрттан тытнă чухне вăлта йĕппи çине чĕрĕ карас, шыв çи, чапак е ытти вак пулă тирсен аван.

Каçăсем

тӳрлет