Шыв çи - таса шыва юратакан, карп йышне кĕрекен пулă. Кĕлетки унăн вăрăм, çинçе, çурăмĕ тӳрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çутă тĕслĕ, çурăмĕ çеç сăрă симĕс тĕслĕ курăнать. Ку пуллăн хуппи шултăра, хăвăрт тăкăнать. Шыв çи 20 сантиметра çити ӳсме пултарать. Йывăрăшĕ 18 грама çитет.

Шыв çи

Шыв çи ытларах чи вак организмсемпе тата çип евĕрлĕ ӳсен-тăрансемпе тăранать.

Ку пулă шерĕхшĕн тата шăлашăн чи тутлă апат шутланать. Çавăнпа шыв çипе çăткăн пулăсене тытнă чухне усă кураççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Игнатьев Н.Г., Шабалкин В.М. Чăваш ен чĕр чунĕсем. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. — 61-63 с.