Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ăнăçу (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ăнăçуçын тĕлне ăнсăртран е питĕ кĕтнĕрен килнĕ ырă хыпар, ĕç е пулăм. Ăнăçу нумай чухне ăнсăрт пулакан япала, çавăнпа та унăн пĕлтерĕшĕ çыншăн хаклă туйăнать. Кирек мĕнле ăнăçу та ахаль хăй тĕллĕн килменни паллă, ырă чунпа тата пархатарлă ĕçпе кăна ăнăçăва кĕтсе илме пулать. Тĕрлĕ вăйăра та ăнăçу пулать: рулетка, картла выльăса.

Анăçра тăватă çулçăллă клевер ăнăçу курăкĕ шутланать

Ăнăçу паллисем

тӳрлет

Ăнăçу паллисем ваттисем сăнанинче нумай. Калăпăр, урама тухсан чăн малтан хĕрарăма курсан ăнăçу пулмасть. Çавăн пекех пушă витре йăтнă çынна тĕл пулни те аван мар. Мăшăрлă япала илни е алла çакланни вара ăнăçу паласса пĕлтерет.

Нумай çĕршывра клевер, сысна та ăнăçăва пĕлтерет.

Ăнăçу сăнĕсем

тӳрлет