Бори/Bohrium (Bh)
Атом номерĕ 107
Ансат япалалăхăн курăмĕ Шурă кĕмĕл е сăрă пулма пултарать
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
[267] а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 128 тесе шутлаççĕ пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Rn]5f146d57s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус пм
Ион радиусĕ пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
Электрод потенциалĕ
Оксидлав капашĕсем 7
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх Вт/(м·K)
Шăрану температури K
Шăраннин пайлавла ăшши кДж/моль
Вĕрев температури K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ кДж/моль
Моль калăпăшĕ см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ
Решетке периочĕ Å
c/a танлашăнни n/a
Дебай температури K
Bh 107
[267]
Rn]5f146d57s2
Бори

Бори (лат. Bohrium,Элементсен периодикăллă системин 107-мĕш хими элеменчĕ, символĕ Bh.

Истори

тӳрлет

107-мĕш элемента синтезлани çинчен чи малтан Дубнари Ю. Оганесян ушкăнĕ пĕлтернĕ[1]. Ку ĕçĕн меслечĕ висмут-209 тата хром-54 изотопсен тĕшĕсен пĕрлешнĕ реакцин спонталлă пайланăва тĕпчессипе çыхăннă. Икĕ характерлă çурма аркану тапхăрĕ тупнă: 5 ç тата 1—2 мç. Пĕрремĕшне 257105 тĕшĕ арканипе çыхăнтарнă, мĕншĕн тесен ку тапхăра 105-мĕш элемента синтезланă реакцисенче те асăрханă: 209Bi+50Ti, 208Pb+51V, 205Tl+54Cr. Иккĕмĕш çурма аркану тапхăрне 261107 изотппа çыхăнтарă. Вăл, ăсчахсем шухăшĕпе, икĕ майпа арканать:спонталлă пайланăва (20%) тата 257105 изотоп патне илсе çитерекен α-аркану (çурма аркану тапхăрĕ - 5ç).

1981-мĕш çулта Германири Дармштадт хулинчи йывăр ионсен институтĕнчи тĕпчевçисем (Gesellschaft für Schwerionenforschung, SGI) Дубна тĕпчевçисен реакцине 209Bi+54Cr çĕнĕрен тĕпченĕ. Вĕсем 262107 тĕшĕн 5 альфа-аркануне уйăрнă [2].

Тата тăсăлнă тĕпчесем 209Bi+54Cr реакцинче чăнах та 261107 тата 262107 атомсем çуралнине палăртнă

[3].Анчах Дубнари тĕпчеçĕсен йăнăшĕсене те палăртнă. 5 ç яхăн çурма аркану тапхăрĕ 257105 тĕшпе мар, 258105  çыхăннă. [4]. Дубна тĕпчевçисем 262107 изотопăн альфа-аркануне сăнанă, 261107  -не мар R. C. Barber et al. Discovery of the transfermium elements. — Т. 65. — № 8.</ref>. 

1992-мĕш çулхи авăн уйăхĕнче Дубна тта Дармштадт ăсчахĕсем 107-мĕш элемента Дани ăсчахне Нильс Бора асăнса нильсбори ят пама калаçса татăлнăResponses on the Report 'Discovery of the transfermium elements'. — Т. 65. — № 8.</ref>, маларах совет ăсчахĕсем 105-мĕш элемента (Дубни) нильсбори ят пама сĕннĕ пулсан та [5]. 1993-мĕш çулта ИЮПАК нимĕç ушкăнĕн приоритетне çирĕплетнĕ[5], 1994-мĕш çулта бори ят сĕннĕ, мĕншĕн тесен хими элеменчĕн ячĕ нихăçанта ăсчахăн ячĕпе тата хушамтĕнчен тăман[6]. Çак сĕнĕве 1997-мĕш çулта дани ăсчахĕсемпе канашланă хыççăн ИЮПАК çирĕплетнĕ.[7].

Изотопĕсем

тӳрлет
Тĕп статья: Бори изотопĕсем

261 рен пуçласа 272 таран изотопĕсем паллă. Чи çирĕп изотпĕн çурма аркану тапхăрĕ 17 ç.[8].

Изотоп Масса Çурма аркану тапхăрĕ[9] Аркану меслечĕ
261Bh 261 12+5−3 мç α-аркану 257Db
262Bh 262 8,0±2,1 мç α-аркану 258Db
264Bh 264 0,44+0,60−0,16 ç α-аркану 260Db
265Bh 265 0,9+0,7−0,3 ç α-аркану 261Db
266Bh 266 1,7+8,2−0,8 ç α-аркану 262Db
267Bh 267 17+14−6 ç α-аркану 263Db
272Bh 272 10+12−4 ç α-аркану 268Db

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Yu. Ts. Oganessian et al. {{{пуçелĕк}}}. — Т. 273. — № 2.
  2. ^ G. Münzenberg et al. Identification of element 107 by α correlation chains. — Т. 300. — № 1.
  3. ^ G. Münzenberg et al. Element 107. — Т. 333. — № 2.
  4. ^ F. P. Heßberger et al. The new isotopes 258105, 257105, 254Lr and 253Lr. — Т. 322. — № 4.
  5. ^ 1 тата 2 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок iupac1993 не указан текст
  6. ^ Commission on Nomenclature of Inorganic Chemistry Names and symbols of transfermium elements (IUPAC Recommendations 1994). — Т. 66. — № 12.
  7. ^ Commission on Nomenclature of Inorganic Chemistry Names and symbols of transfermium elements (IUPAC Recommendations 1997). — Т. 69. — № 12.
  8. ^ P. A. Wilk et al. Evidence for New Isotopes of Element 107: 266Bh and 267Bh. — Т. 85. — № 13.
  9. ^ Nudat 2.3


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Каçăсем

тӳрлет