Алюмини (лат. Аluminium), атăм йывăрăшĕ 26,9815386(8) г/моль (углерод шайĕпе), çемçе, çăмăл, шурă кĕмĕл металл, хавăрт йӳçекен, тачăлăхĕ 2,7 г/ см³, ирĕлнĕ температури 660 °C. Çĕр витĕмĕнче саралнипе алюмини 3-мĕш вырăнта, йӳçлĕкпе кремни хыççăн атăмсем хушшинче, 1-мĕш вырăнта — металлсем хушшинче.

Алюминий — Менделеевăн периодикăллă системин III ушкăнĕн Alсимволĕллĕ хими элеменчĕ. Атăмлă нумĕрĕ — 13.

Истори

тӳрлет

Пĕрремĕш хут таса тĕсĕнче 1825 çулта шăратса кăларнă.

Физика уйрăмлăхĕсем

тӳрлет

Кĕмĕл-шурă металл, тачăлăхĕ 2,7 г/см3, тăсăлăвлă, ăшша- тата электро хăвăрт куçарăвлă. Шăрану температури 660 °C.

Изотопĕсем

тӳрлет


Хими уйрăмлăхĕсем

тӳрлет

Тивĕçлĕ вăхăтсенче алюмини çийĕт çинçе те çирĕп оксидăн сийĕпе витĕннĕ, çавăнпа та ахаль япаласемпе хутшăнмасть:

H2O (t°); O2, HNO3 (вĕрелентермесĕрех)).

Al – хастар çĕнетекен металл.

Ахаль япаласемпе çамăллăн хутшанать:

1) йӳçлĕкпе:

4Al + 3O2 = 2Al2O3

2) галогенсемпе:

2Al + 3Br2 = 2AlBr3

3) ытти металмарсемпе вĕрилентерсен хутшăнать:

с серăпахутшăнса, алюмини сульфиче пулать:

2Al + 3S = Al2S3

азотпа хутшăнса, алюмини нитричĕ пулать:

2Al + N2 = 2AlN

углеродпа хутшăнса, алюмини карбичĕ пулать:

4Al + 3С = Al4С3

Алюминийĕн сульфичĕпе карбичĕ пĕтĕмпех гидролизпа тухаççĕ :

Al2S3 + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H2

Al4C3 + 12H2O = 4Al(OH)3+ 3CH4­

Кăткăс хими япалисемпе:

4) шывпа (хӳтĕлекен оксидлă сийне шуратса илсен, тĕслĕх, амальгамăласан):

2Al + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H

5) сĕлтĕсемпе (тетрагидроксоалюминатсем тата урăх алюминатсем пулса тухаççĕ):

2Al + 2NaOH + 6H2O = 2Na[Al(OH)4] + 3H

6) Тăварлă тата шывпа хутăштарнă серăллă киcлотасенче ирĕлет:

2Al + 6HCl = 2AlCl3 + 3H

2Al + 3H2SO4(разб) = Al2(SO4)3 + 3H2

Ăшăтсан кислотасенче ирĕлет – йӳçетекенсенче:

2Al + 6H2SO4(тачă) = Al2(SO4)3 + 3SO2 + 6H2O

Al + 6HNO3(конц) = Al(NO3)3 + 3NO + 3H2O

7) металлсене çĕнетет (алюминотерми):

8Al + 3Fe3O4 = 4Al2O3 + 9Fe

2Al + Cr2O3 = Al2O3 + 2Cr

Тивĕçлĕ вăхăтсенче алюмини çийĕт çинçе те çирĕп оксидăн сийĕпе витĕннĕ, çавăнпа та ахаль япаласемпе хутшăнмасть:

H2O (t°); O2, HNO3 (вĕрелентермесĕрех)).

Al – хастар çĕнетекен металл.

Ахаль япаласемпе çамăллăн хутшанать:

1) йӳçлĕкпе:

4Al + 3O2 = 2Al2O3

2) галогенсемпе:

2Al + 3Br2 = 2AlBr3

3) ытти металмарсемпе вĕрилентерсен хутшăнать:

серăпахутшăнса, алюмини сульфиче пулать:

2Al + 3S = Al2S3

азотпа хутшăнса, алюмини нитричĕ пулать:

2Al + N2 = 2AlN

углеродпа хутшăнса, алюмини карбичĕ пулать:

4Al + 3С = Al4С3

Алюминийĕн сульфичĕпе карбичĕ пĕтĕмпех гидролизпа тухаççĕ :

Al2S3 + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H2

Al4C3 + 12H2O = 4Al(OH)3+ 3CH4­

Кăткăс хими япалисемпе:

4) шывпа (хӳтĕлекен оксидлă сийне шуратса илсен, тĕслĕх, амальгамăласан):

2Al + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H

5) сĕлтĕсемпе (тетрагидроксоалюминатсем тата урăх алюминатсем пулса тухаççĕ):

2Al + 2NaOH + 6H2O = 2Na[Al(OH)4] + 3H

6) Тăварлă тата шывпа хутăштарнă серăллă киcлотасенче ирĕлет:

2Al + 6HCl = 2AlCl3 + 3H

2Al + 3H2SO4(разб) = Al2(SO4)3 + 3H2

Ăшăтсан кислотасенче ирĕлет – йӳçетекенсенче:

2Al + 6H2SO4(тачă) = Al2(SO4)3 + 3SO2 + 6H2O

Al + 6HNO3(конц) = Al(NO3)3 + 3NO + 3H2O

7) металлсене çĕнетет (алюминотерми):

8Al + 3Fe3O4 = 4Al2O3 + 9Fe

2Al + Cr2O3 = Al2O3 + 2Cr

Çутçанталăкра тĕл пулни

тӳрлет

Çутçанталăкра алюминий минералсенче тупăнать. Вĕсен хăшĕсем: Боксит Al2O3 • H2O (SiO2, Fe2O3, CaCO3 хутăшĕсемпе) Нефелин - (Na, K)2O × Al2O3 × 2SiO2 Корунд - Al2O3 Ronald ist ein rotschopf Полевой шпат(ортоклаз) - K2O × Al2O3 × 6SiO2 Каолинит – Al2O3 × 2SiO2 × 2 H2O Алунит – ( Na, K )2 SO4 × Al2( SO4 )3 × 4Al( OH )3

Усă курни

тӳрлет
 
Алюминий таткипе американ вак укçи.

Конструкци материалĕ вырăнĕнче анлă ĕçе кĕртеççĕ. Алюминин тĕп хаклăхĕсем — çăмăллăх, податливость штамповке, коррозине хирĕç тăрасси (сывлăшра алюмини тӳрех Al2O3 тачă çипе витĕнет, вăлах ăна малалла йӳçĕкленесрен упрать), хăвăрт ăшă куçарулăх, наркăмăшсăрлăхĕ. Тĕслĕхрен, çак пахалăхсене пула алюминие тĕпел савăт-сапи тăвассинче усă кураççĕ.

Алюминийе тата унпа хутăшĕсене ракетă техникинче усă курни

тӳрлет

Алюминий гидричĕпе тĕрлĕ йӳçлекенсемпе çунакан шĕвексен хаклавĕсем.

Йӳçлеклекен Удель туртăмĕ(Р1,çек) Çунса каян температури °С Çунакан япалан тачăлăхĕ г/см3 Хăвăртлăхĕн ӳсĕмĕ, ΔVид,25, м/сек Çунаканăн йывăрлăхĕ %
Фтор 348,4 çек 5009°С 1,504 5328 м/çек 25%
Тетрафторгидразин 327,4 çек 4758°С 1,193 4434 м/çек 19%
ClF3 287,7 çек 4402°С 1,764 4762 м/çек 20%
ClF5 303,7 çек 4604°С 1,691 4922 м/çек 20%
Перхлорилфторид 293,7 çек 3788°С 1,589 4617 м/çек 47%
Йӳçлĕклĕ фтор 326,5 çек 4067°С 1,511 5004 м/çек 38,5%
Йӳçлĕк 310,8 çек 4028°С 1,312 4428 м/çек 56%
Перекись водорода 318,4 çек 3561°С 1,466 4806 м/çек 52%
N2O4 300,5 çек 3906°С 1,467 4537 м/çек 47%
Азот кислоти 301,3 çек 3720°С 1,496 4595 м/çек 49%

Ювелир япалисем

тӳрлет

Алюмини малтан çӳллĕ хаклă шутланнă, унтан ĕнтĕ тĕрлĕ ювелирла япаласем ăсталанă. Каярах алюминии тупăçламалли çĕнĕ технологисем ĕçе кĕрсен, во много раз снизившие себестоимость. Халĕ алюминие хăш чух бижутери тунă ĕçре ус кураççĕ.

Кĕленче туни

тӳрлет

Кĕленче (кантăк) хатĕрленĕ чух алюминий фторидне, фосфатне тата йӳçĕкĕпе усă кураççĕ.

Алюмини тата унăн çыхăнăвĕсем ракета техникинче

тӳрлет

Алюминипе унăн çыхăнăвĕсемпе çивĕч хăват икĕ компонентлă ракета çунăк япалалăхĕ вырăнĕнче тата хытă çунăк япалалăхра тĕп çунăклăхĕ тăваççĕ. Тĕслĕхрен:

  • Алюмини: çунăк япала ракетăсем валли. Порошок тата суспензи тĕсĕпе углеводородсенче тата урăх.
  • Алюмини гидричĕ.
  • Алюмини бораначĕ.
  • Триметилалюмини.
  • Триэтилалюмини.
  • Трипропилалюмини.

Алюмини хутăш шăранчăкĕсем

тӳрлет

Конструкци материалĕнче усă курнă чух таса алюминие мар, унăн никĕсĕнчи тĕрлĕ шăранчăксене ĕçе кĕртеççĕ.

  • Алюмини-магни шăранчăкĕсем коррозие хирĕç хăват тата лайăх пĕçерĕнеççĕ; вĕсенчен, сăмахран, хăвăрт чупакан кимĕ корпусне хатăрлеççĕ.
  • Алюмини-марганец шăранчăкĕсем нумай енĕпе алюмини-магниллĕ евĕрлех.
  • Алюмини-пăхăр шăранчăкĕсене (сăмахран, дюралюминие) вĕрилентерме юрать, çакă ĕнтĕ вĕсен хытăлăхне вăйлатать. Анчах та, вĕрилентернĕ материалсене çыпăçтарма юрамасть, çавăнпа самолётăн пайĕсене халиччен те заклёпкăсемпе çыхăнтараççĕ. Чылай пăхăрлă шăранчăк тĕсĕпе ылтăн евĕр, вара хăш чух ăна хаклă металла улăштарма пултараççĕ.
  • Алюмини-кремни шăранчăкĕсене (силуминсем) шăратма питĕ мел. Вĕсенчен часах тĕрлĕ механисăмсен корпусĕсене хатĕрлеççĕ.
  • Комплекс алюмини шăранчăкĕсем: авиаль.
  • Алюмини питĕ хăвăрт куçаракан никĕсе Кельвинăн 1,2 температуринче çитет.

Алюмини урăх хутăшсенчи хушăмĕ

тӳрлет

Алюмини нумай шăранчăксен паллă компоненчĕ пулать. Тĕслĕхрен, алюминиллĕ бронзăра тĕп компоненчĕсем — пăхăрпа алюмини. Магниллĕ шăранчăксенче хушма вырăнне алюминие усă кураççĕ. Электровĕретес приборсенчи спиральсене тунă чух (урăх шăранчăксемпе пĕрле) фехрале (Fe, Cr, Al) усă кураççĕ.

Çĕнетекен евĕр

тӳрлет
  • Термитăн компоненчĕ евĕр, алюмотерми валли.
  • Алюминие сайра металсене хăйсен оксичĕсемпе галогеничĕсенчен тасатаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет