Википеди:Кун пулăмĕсем:Юпа уйăхĕ
Авăн — Юпа — Чӳк | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | |||
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Эрне кунĕсен ячĕсене 2009 çул валли кăтартнă |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Юпа, 1
тӳрлетТĕнчери мусăк кунĕ, Тĕнчери çулланнă çынсен кунĕ
- п. эрч. 331 — Македони Александрĕ Перси тăрăмне Гавгамелсем патĕнче çапса çĕмĕрет
- 1929 — СССР революци календарĕ çине куçать
- 1930 — Мускав Кремлĕнче Чудов мăнастарне сирпĕтсе аркатнă
- 1946 — Нюрнберг процесĕ вĕçленет
- 1949 — КХР туса хунине пĕлтернĕ
- 1964 — эксплуатацие тĕнчере пĕрремĕш питĕ хăвăрт магистрале хута кĕртнĕ.
- 1977 — Пелен сывпуллашу матчĕ (капăрл.)
- 1992 — Раççейре приватизаци сертификачĕсене — ваучерсене — валеçме тытăнаççĕ
Юпа, 2
тӳрлет- 1187 — Балиан Ибелин Саладина (капăрл.) Иерусалим уççине парать
- 1527 — Лютерпа Цвингли хушшинчи Марбургри диспут
- 1919 — Вудро Вильсон американ президентне шалкăм çапать
- 1928 — Эскрива де Балагер Опус Деи никĕслет
- 1941 — вермахт Мускав çине анлăн тапăнма тытăнать
- 1944 — Варшавăри пăлхава пусарнă
- 1980 — Ларри Холмс Мохаммед Алине Сизарс-Паласра техника нокаучĕпе çĕнтерет
- 1990 — Германи Демократиллĕ Республикипе Германи Федераллă Республики пĕрлешсе пĕр патшалăх туса хунă.
Юпа, 3
тӳрлет- 1878 — Петербургра хĕрарăмсен Бестужев курсĕсем уçăлнă
- 1932 — «Таймс Нью Роман» шрифчĕпе ăслайланă New York Times хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухать
- 1935 — Муссолини Эфиопие тапăнма хушать
- 1942 — «Фау-2» ракетăна пĕрремĕш тӳпене пĕрремĕш хăпартнă
- 1986 — стратеги тĕллĕ «К-219» шывай крейсерĕ çинчи авари
- 1990 — Тухăç тата Анăç Германи пĕрлешнĕ
- 1993 — американ спецназĕпе Мохаммед Айдидăн боевикĕсем Могадишăри çапăçни
- 2005 — Деникина генералпа Иван Ильин философăн кĕлеткисене Дон мăнастăрьне (капăрл.) куçарса пытарнă
Юпа, 4
тӳрлет- 1582 — Рим папи Григорий XIII Григорий календарьне кĕртнĕ (тепĕр кунĕ юпан 15-мĕшĕ шутланнă)
- 1870 — Ашмарин Николай Иванович, паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, çуралнă.
- 1883 — Тухăç экспресĕ пĕрремĕш çула тухнă
- 1910 — Португалири революци: португалсен юлашки патши Лиссабонран Гибралтара тухса тарнă
- 1916 — Раççей империнче юлашки хулана — Романов-Мурман-çинчи — никĕсленĕ
- 1957 — Совет Союзĕнче Çĕрĕн пĕрремĕш искусствăллă спутника космоса хăпартнă (капăрл.)
- 1959 — Уйăха тӳнтер енчен пĕрремĕш фотографиленĕ «Уйăх-3» космос аппаратне хăпартнă
- 1993 — Мускавра Шурă çурта штурмланă
- 2004 — SpaceShipOne иккĕмĕш ăстрăм суборбитăри вĕçеве тухса Ansari X Prize тивĕçет.
Юпа, 5
тӳрлетВĕрентӳçсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ
- 610 — Ираклий Византи императорне патша астулне венчетлени
- 1614 — Европăна Японирен пĕрремĕш «дон Фелипе» ертсе пынă элчелĕх (капăрл.) çитнĕ
- 1793 — Наци Конвенчĕн декречĕпе франци республикин календарьне йышăннă
- 1938 — Максим Горькине наркăмăш панă тесе айăпласа Плетнёв тухтăра аресленĕ
- 1948 — Ашхабадри çĕр чĕтренĕвĕ Туркмен ССРĕнче 110 000 çыннăн пурнăçĕ татăлнă
- 1962 — «Битлз» ушкăнăн пĕрремĕш синглне кăларнă
- 1988 — чили плебесцичĕпе Пиночета ĕçрен хăтарнă
- 2000 — Югославире Слободан Милошевичăн режимне сирпĕтнĕ
Юпа, 6
тӳрлет- П. эрч. 105 — тевтонсемпе кимврсем римсене Араузион патĕнче çапса аркатнă
- 1600 — палаццо Питтире Джакопо Пери хайланă «Эвридикăна» оперăн премьери иртнĕ
- 1889 — Парисре «Мулен Руж» кабаре уçăлнă
- 1908 — Босни кризисĕ: Австро-Венгри Боснипе Герцеговинăна аннексиленĕ
- 1920 — Кремльте Герберт Уэллспа Владимир Ленин тĕл пулса калаçнă
- 1927 — проката пĕрремĕш коммерциллĕ ăнăçлă сасăллă фильм, «Джаз юрăçи» (капăрл.) тухнă
- 1973 — Суд кунĕн вăрçи: Икĕпатпа Сири Израиль çине тапăннă
- 1976 — Хуа Гофэн «тăваттăш бандине» ареслеме тапăч парать
Юпа, 7
тӳрлет- 1506 — вăрçма юратакан Юлий II Папа облаçĕ çумне Болонья хулана хушать
- 1571 — Лепанто патĕнчи çапăçу (капăрл.), христиансем турккăсене пĕрремĕш ăстрăм вăйлă çапса аркатаççĕ
- 1600 — франци патши Генрих IV Медичсен Марипе мăшăрланать
- 1909 — Зиминăн опера театрĕнче «Ылтăн автан» оперин тĕнчери премьери иртнĕ
- 1949 — Германи Демократиллĕ Республикине туса хунă
- 1977 — СССР «брежнев конституцине» йышăнать
- 1993 — Ленин мавзолейĕ умĕнчи 1 №-лĕ поста пăрахăçланă
- 1996 — талăк тăршшипех калаçакан Fox News çĕнĕ хыпар телеканалĕ ĕçлеме пуçлать
- 2001 — АПШ тĕнчери коалици пулăшăвĕпе Афганистанра вăрçă операцине тапратаççĕ
Юпа, 8
тӳрлет- 451 — Халкидонра Çут тĕнче чиркĕвĕн 4-мĕш соборĕ пуçтарăнать
- 1871 — Мăн пушарта Чикагон варри çунса каять
- 1895 — хĕçпăшаллăннă японсем Сеулри Кёнбоккун керменне кĕрсе Мин хĕрарăм патшана вĕлернĕ
- 1896 — пĕрремĕш ăстрăм Доу-Джонс индексне пичетленĕ
- 1912 — Пĕрремĕш балкан вăрçи: Черногори Турцине хирĕç вăрçăпа тухать
- 1967 — Боливире Че Гевара ярса тытнă
- 1980 — Боб Марлин юлашки концерчĕ
- 2005 — Кашмирти çĕр чĕтренĕвĕнче (капăрл.) 75 000 пине яхăн çын пĕтет.
Юпа, 9
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери почта кунĕ, Угандăн ирĕклĕх кунĕ (1962)
- 1708 — Аслă Çурçĕр вăрçи: Лесной патĕнчи çапăçу
- 1760 — Çичçул вăрçи: Тотлебен ертсе пынă вырăс салтакĕсем Берлина туртса илнĕ (капăрл.)
- 1789 — Францире асаплама чарнӑ
- 1874 — Пĕтĕм тĕнчери почта пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ
- 1918 — Фридрих Карл Гессен-Кассельский Финлянди патша астулне йышăнать
- 1926 — Фредерик Жолиопа Ирен Кюри франци тĕпчевçисем мăшăрланнă
- 1989 — Тĕп Телекуравĕнче Анатолий Кашпировскин пĕрремĕш телесеансĕ иртнĕ
- 2006 — КХДР йĕтре сирпĕнĕвне иртернĕ.
Юпа, 10
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери психика сывлăхĕн кунĕ
- 680 — Кербел çапăçăвĕнче Хусейн ибн Али, Мухаммад мăнукĕн, пуçне каснă
- 732 — Карл Мартелл (капăрл.) Европа çине тухнă арапсене чарнă
- 1731 — Раççей империйĕ шутне Кĕçĕн тата Вăтам шус хушăнаççĕ.
- 1780 — историри чи инкеклĕ таса Каликст ураканĕ
- 1846 — анкăлсем хирĕç пулнине пăхмасăрах Бурбон килĕнче иккĕ туя ирттернĕ
- 1868 — Вуннă çул вăрçи: Сеспедес Куба Испанирен ирĕке хăтăлса тухнине пĕлтернĕ
- 1911 — Учань пăлхавĕ хыççăн Китайра Синьхай революцийĕ тапрăннă
- 1920 — плебисцитра Каринтире пурăнакансем Австри йышĕнчех юлма шутланă
- 1967 — тĕнчери «Космос килĕшĕвĕ» ĕçе кĕнĕ
Юпа, 11
тӳрлет- 1138 — Алеппори çĕр чĕтренĕвĕ, этемлĕх кун-çулĕнчи чи инкеклисенчен пĕрри
- 1899 — Иккĕмĕш анкăл-бур вăрçи.
- 1919 — Вильнăра Стефан Батори университетне уçнă
- 1961 — Семипалатинск полигонĕнче пĕрремĕш çĕр айĕнчи йĕтре сирпĕнĕвне ирттернĕ
- 1962 — Ватиканра XX ĕмĕрте рим-католици чиркĕвĕн пĕртен-пĕр çут тĕнче соборĕ уçăлнă
- 1982 — Солент тĕпĕнчен 450 çул каялла шыва путнă «Мэри Роуз» караккана (капăрл.) хăпартнă
- 1984 —пĕрремĕш американ астронавт-хĕрарăм — Кэтрин Салливэн уçă космоса тухнă
- 1994 — рубль доллартан питĕ хăвăрт йӳнелсе ӳкнĕ («хура ытларикун»)
Юпа, 12
тӳрлет- 1492 — Колумб Америкăна (тĕрĕсрех — Гуанахани утрава) уçнă
- 1552 — Хаяр Йăван çарĕсем Хусан ханлăхне парăнтарнă
- 1810 — пĕрремĕш Октоберфест: Мюнхенри мĕнпур пурăнакан Бавар Людвигĕ крон-тиккĕ туйне уявланă
- 1924 — Украина йышĕнче Молдави АССР йĕркеленĕ
- 1931 — Рио-де-Жанейрори Корковаду сăрчĕ тăрринчи Çăлавçă статуйине (капăрл.) тасалăха кĕртнĕ те мăнаçлăн уçнă
- 1953 — Фидель Кастро тӳресем умĕнче хăйĕн калаçăвне «Истори мана тӳрĕлĕхе кăларать!» сăмахсемпе вĕçленĕ
- 1960 — ПНЙ Тĕп Ассамблейинче Никита Хрущёв уринчи ботинкине хывнă та сĕтеле çапма тытăннă
Юпа, 13
тӳрлет- 1307 — Филипп IV Илемлĕскер патшан тапачĕпе Францири мĕнпур тамплиере ярса илнĕ
- 1773 — Шарль Мессье Гончие Псы çăлтăрлăхĕн «çаврăнăшне» (капăрл.) асăрханă
- 1805 — Наполеон тата австри çарĕсемпе
- 1827 — Раççей-перс вăрçи: Паскевич генералăн çарĕсем Эриване туртса илнĕ
- 1917 — Фатима асамĕ, унта 100 000 яхăн португал пулнă
- 1921 — Эрмен, Азербайджан тата Грузи ССР, пĕр енчен, Турци — тепĕр енчен, хушшинчи Карс килĕшĕвĕ
- 1923 — Турцин тĕпи хулине Стамбулран Анкарана куçарнă
- 1941 — Мускав çине тапăнса пыракан нимĕç çарĕсем Калугăна кĕнĕ
Юпа, 14
тӳрлетТĕнчери стандартизаци кунĕ
Таса Турă Амăшĕн Пукравĕ
- 1670 — Мольер Шамборта «Мещанин дворянлăхра» пьесине лартнă
- 1888 — çурхахлă пĕрремĕш (упранса юлнă) «Раундхэй улма пахчинчи сцена» фильма хайланă
- 1905 — Тĕнчери авиаци федерацийĕ (ТАФ) йĕркеленĕ
- 1626 — Лондонра Алан Милн (Alan Milne) çырнă Винни-Пух кĕнекине пичетлесе кăларнă.
- 1939 — Прин ертсе пынă U-47 Скапа-Флоу гаванĕнче HMS Royal Oak линкора шыва путарнă
- 1941 — Мускав çине тапăнса пыракан нимĕç çарĕсем Калининпа Ржева кĕнĕ
- 1962 — Кариб кризисĕ: американ самолёт-разведчикĕ Кубăра Р-12 совет ракетисене асăрханă
- 1964 — Леонид Брежнев (капăрл.) ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ вырăнне йышăннă
Юпа, 15
тӳрлет- 1815 — Наполеона Атлантикăри Сӑваплӑ Елена утравне илсе кайнă.
- 1894 — Альфред Дрейфуса Германие майлă шпионаж ĕçĕшĕн айăпласа арестленĕ.
- 1904 — Вырăс-япон вăрçи: Балти флочĕ Ревельрен Порт-Артура тухса кайнă.
- 1908 — Раççейре пĕрремĕш ăстрăм кинофильма кăтартнă. Вăл 7 минут тасăлнă, «Понизовая вольница» (Айлăмри ирĕклĕх) ятлă пулнă.
- 1928 — «Граф Цеппелин» дирижабль Атлантика океанĕ çийĕн вĕçсе Çĕнĕ Джерси штатĕнче анса ларать.
- 1966 — АПШ-ра хура пантерăсен партине йĕркеленĕ.
- 1967 — Волгоградра «Родина-мать» монумента туса пĕтернĕ.
- 2003 — китайсем пĕрремĕш алăпа тытса пымалли «Шэньчжоу-5» (капăрл.) космос карапне хăпартнă.
Юпа, 16
тӳрлетПĕтĕм тĕнчери апат-çимĕç кунĕ (ПНО)
- 1813 — Лейпциг патĕнче çур мильон ытла салтак хутшăннă «Халăхсен çапăçăвĕ» пуçланать
- 1905 — лорд Кёрзон Бенгалие пĕрремĕш ăстрăм пайлама тапăч парать
- 1906 — Кёпеник капитанĕ (капăрл.) улталаса хула кассине ярса илет
- 1934 — Китай коммкнисчĕсен асла харçи тапранать
- 1963 — космоса пĕрремĕш ăстрăм виççĕ-ступеньлĕ «Восход» хăпартакан ракета вĕçсе каять
- 1988 — СССР Тĕп телекуравĕпе «Рабыня Изаура» сериала хута яраççĕ
- 2002 — Икĕпатра Çĕнĕ Александр вулавăшне уçаççĕ
Юпа, 17
тӳрлетТĕнчери чухăнлăха пĕтерес кĕрешӳ кунĕ
- 1346 — Давид II шотланд патши акăлчансен аллине тыткăна лекнĕ
- 1662 — Карл II Дюнкерк хулана 375 000 фунчĕпе XIV Людовика сутнă
- 1740 — Иккĕмĕш Камчат экспедицинче Петропавловск-Камчатский хулан никĕсне хунă
- 1814 — Лондонра «сăра илнипе» 9 çын пĕтнĕ
- 1902 — Детройтра «Кадиллак» марккин пĕрремĕш автомобильне туса кăларнă
- 1905 — Николай II ирĕк паракан Манифеста алă пусса кăларнă (капăрл.)
- 1929 — «Красная Чувашия» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1961 — парис полицейскисем алжирсене пурне те ватнă
- 1990 — IMDb тетел-базин официаллă çуралнă кунĕ
- 2005 — Турцири Измир хули патĕнче виçĕ хут çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш çĕр чĕтренĕвĕ 5,7 баллă, иккĕмĕшĕ — 5,6, виççĕмĕшĕ 5,6 баллă пулнă.
Юпа, 18
тӳрлет- 1009 — «ăс-тăнсăр халиф» Хуçа Тупăкĕн храмне аркатма хушнă
- 1356 — Швейцарири Базель хулине çĕр чĕтренĕвĕ ишĕлтернĕ
- 1812 — Тарута çапăçăвĕ: вырăс çарĕ Бородино çапăçăвĕ хыççăн францисене пĕрремĕш çĕнтерет
- 1867 — капитан Алексей Пещуров американ правительствине Аляски куçарса парас протоколĕ çине алă пуснă
- 1892 — пĕрремĕш вăрăм тăсăлнă коммерциллĕ телефон йĕрĕ (Чикаго — Нью-Йорк) хута кĕнĕ
- 1940 — Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейне уçнă.
- 1941 — Токиора совет разведчикне Рихард Зоргене аресленĕ
- 1967 — «Венера-4» совет космос станцийĕ Венера планета патне (капăрл.) çитет
- 1968 — Мехикăри Олимпиада: Роберт Бимон «XXI ĕмĕре сикет»
Юпа, 19
тӳрлет- 1453 — акăлчансем Бордо хулинче парăнаççĕ, Çĕрçул вăрçи вĕçленет
- 1469 — Арагон Фердинанчӗ Кастили Изабелли пĕрлешни пĕрлĕ Испани çуралнине палăртать (герб капăрл. çинче)
- 1811 — Патша ялĕнчи император лицейне уçнă
- 1901 — Альберто Сантос-Дюмон бразил çынни хăйĕн 33-метр тăршшĕллĕ дирижаблĕпе Эйфел турулĕ тавра вĕçсе çаврăнать
- 1941 — Мускавра хула çыннисенчен çар ушкăнне йĕркеленĕ
- 1956 — СССР тата Япони Совет-япон вăрçине чаракан пĕрлĕ декларацие йышăнаççĕ
- 1957 — ФРГ правительстви Югославипе дипломати хутшăнăвĕсене татса ярать
- 1987 — Доу-Джонс индексĕ хăйĕн кун-çулĕнче чи тарăннăн ӳкнĕ
- 1990 — Чăваш АССРĕ вырăнне Чăваш Совет Социаллă Республики пулса тăнă.
Юпа, 20
тӳрлетРаççей флочĕн çуралнă кунĕ, Раççей Федерацин Хĕçпăшаллă Вăйĕсен çыхăну çарĕсен кунĕ
- 1803 — АПШ Сеначĕ Наполеонран Луизианăна туяннине ратифициленĕ
- 1818 — Аслă Британи тата АПШ 49-мĕш параллелĕпе американ-канад чиккине палăртнă
- 1827 — Грек революцийĕ: анкăл-франк-вырăс флочĕ Ион тинĕсĕнчи Наварино бухтинче (капăрл.) турккăсене çапса çĕмĕрет
- 1880 — Цветной бульварĕнчи мускав циркĕ ĕçлеме тытăнать
- 1916 — Севастопольре «Императрица Мария» линкорĕ сывлăша сирпĕнет, темиçе çер çын пĕтет
- 1944 — Хĕрлĕ Çарпа югослав партизанĕсем Югославин тĕп хулине Белграда тăшманран хăтараççĕ.
- 1955 — Джон Толкинăн «Çĕрĕсен хуçин» юлашки пайне — «Патша таврăнни» кĕнекине — пичетленĕ.
- 1977 — Lynyrd Skynyrd рок-ушкăн вĕçсе пынă самолёт çĕре персе анать
Юпа, 21
тӳрлет- 1097 — хĕрес майлисем Антиохине хупăрласа илнĕ
- 1520 — Фернан Магеллан Атлантикăпа Лăпкă океансем хушшинчи тинĕс пырне уçнă
- 1578 — Венден керменĕ патĕнче вырăс çарĕсене аркатса тăкнă (капăрл.)
- 1727 — вырăссен тивĕçлĕ элчи Савва Рагузинский Китайпа суту-илӳ килĕшĕвне алă пусать
- 1805 — Трафальгар çапăçăвĕ хыççăн Наполеон флотсăр тăрса юлать
- 1858 — Оффенбахăн «Орфей тамăкра» опереттин премьери иртет, унта пĕрремĕш ăстрăм канкана ташланă
- 1895 — японсем Тайвань çине тапăнаççĕ, Тайвань республикине пĕтерсе хураççĕ
- 1967 — Вьетнамри вăрçăна хирĕçлисем Пентагона хупăрлани
Юпа, 22
тӳрлет- 1730 — Миних Ладога каналне туса пĕтернĕ пирки пĕлтерет
- 1797 — Андре-Жак Гарнерен историре пĕрремĕш вĕçев аппарачĕ çинчен (капăрл.) парашютпа сикет
- 1842 — Густав Фаберже Санкт-Петербургра ювелир ăста лаççине уçать
- 1904 — Гулл хирĕçĕвĕ: вырăс эскадри Çурçĕр тинĕсĕнче анкăл пулăçĕсен иккĕ карапне шыва путарать
- 1938 — Честер Карлсон пĕрремĕш ксерокопи аппаратне хатĕрлет
- 1962 — Кариб кризисĕ: Джон Кеннеди хăйĕн телекалаçăвĕнче Кубăна сывлăшпа та, тинĕспе те хупăрлана пирки хыпарлать
- 1970 — итал экранĕсене Бернардо Бертолуччин «Конформист» фильмĕ тухать
- 1975 — совет космос станцийе «Венера-9» Çĕр çине Хĕвел системинчи урăх планета çийĕн ӳкерчĕкĕсене ярса парать.
Юпа, 23
тӳрлетВенгри республикин кунĕ — 1956 ç. пăлхавăн пуçламăш кунĕ
- 1086 — арапсем, испан христианĕсене Заллаке патĕнче аркатса, Реконкистăна чарса лартаççĕ
- 1582 — Çĕпĕре пăхăнтарни: Йăрмак касакĕсем Чăваш сăмсахĕ патĕнчи çапăçура çĕнтереççĕ
- 1917 — Владимир Ленин хистенипе РСДРП(б) Санкт-Петербургра хĕçпăшаллă пăлхав çĕклеме йышăннă
- 1942 — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: Икĕпатра Эль-Аламейн патĕнче акăлчансемпе нимĕçсем çапăçнă
- 1983 — Бейрутри лапкăлăхçăсен казармисене сирпĕнтернĕ
- 1992 — Акихито, япон императорĕсенчен пĕрремĕш, Китая çитет
- 2001 — Стив Джобс iPod медиа-проигрывателе (капăрл.) кăтартать
- 2002 — Дубровкăри театр центрĕнче террористсем 900 яхăн çынна салука илнĕ
Юпа, 24
тӳрлет- 1147 — Реконкиста: Лиссабона 4 уйăх хупăрланă хыççăн ăна христос рыцăрĕсем çĕнсе илеççĕ
- 1648 — Вестфаль лăпкăлăхĕпе Вăтăрçул вăрçи вĕçленет
- 1658 — Мольер хăйне Франци патшине (капăрл.) кăтартнă
- 1929 — «Хура кĕçнерникун» тата АПШ-ра Мăн депресси пуçланни
- 1935 — Мускав Кремлĕн Сăпас турулĕ çине рубин çăлтăрне лартнă
- 1960 — «Байконур» космодромĕнче баллистика ракети сирпĕнсе кайнă
- 2000 — Икĕпат музейĕнче Клеопатрăн упранса юлнă пĕртен пĕр автографне тупнă
Юпа, 25
тӳрлет- 1415 — Çĕрçул вӑрҫи: францисене Азенкур патĕнчи çапăçура питĕ хытă аркатнă (капăрл.)
- 1854 — Крым вăрçи: Балаклава патĕнчи çăмăл кавалери бригадин атаки
- 1913 — «Барышня-крестьянка» повеçĕн сюжечĕпе хайланă «Поляк юнĕ» опереттăна пĕрремĕш ăстрăм кăтартнă
- 1924 — Британире парламент суйлавĕ умĕн Зиновьевăн суя çырăвĕ пичетленсе тухать
- 1944 — Лейте утравĕ çумĕнче историри чи пысăк тинĕсри çапăçăвĕ пулса иртет
- 1971 — Китай Халăх Республики ПНЙ йышĕнче Китай Республикин вырăнне йышăнать
- 1990 — «Асамлă уй-хир» телевăйăн пĕрремĕш кăларăмĕ
- 2003 — Çĕн Çĕпĕрте Михаил Ходорковскине аресленĕ
Юпа, 26
тӳрлетРеспублика кунĕ Австрире (1918 çул), Ангам кунĕ (Науру)
- 1581 — Çĕпĕре пăхăнтарни: Йăрмак хăйĕн касакĕсемпе тăшман хăварнă Искере кĕнĕ
- 1824 — Мускавра Кĕçĕн театр уçăлнă
- 1898 — Мускаври пултарулăх пурне валли театр уçăлнă
- 1909 — Ито Хиробумиа, пĕрремĕш Япони премьер-министрĕ (капăрл.) вĕлернĕ
- 1957 — Георгий Жукова «бонапартизм еннелле сулăннăшăн» айăпласа хӳтĕлев министрĕ ĕç вырăнĕнчен хăтарнă
- 1965 — Елизавета II The Beatles пайташĕсене Британи империйĕн орденĕпе чысланă
- 1979 — Пак Чон Хи Кăнтăр Корей президентне вĕлернĕ
- 2002 — Дубровкăри театр центрне штурмланă, çĕртен ытла çын пĕтнĕ
Юпа, 27
тӳрлет- 312 — Константин Мульви кĕпере патĕнче (капăрл.) тӳпере «Сим победиши!» çырнă хĕресе курнă
- 1870 — Франк-прус вăрçи: Меца нимĕçсем кĕнĕ
- 1938 — «DuPont» фирма çĕнĕ синтетик материалне — нейлона — туни пирки пĕлтерет
- 1962 — Кариб кризисĕн «хура шăматкунĕ», ун чухне тĕнче йĕтре вăрçи патнех çитсе тăрать
- 1981 — Швецин тинĕс çыранне совет «С-363» шывай кимми тухать
- 1982 — Китай хăйĕн пурăнан халăх йышĕ миллиарда çитни пирки хыпарлать
- 1984 — Байкал-Амур магистралĕ витĕр çул уçнă
- 1999 — эрмен парламенчĕн ларăвне боевиксем тапăнса кĕреççĕ те пухăннă çынсене пăшалран пеме пуçлаççĕ
- 2005 — Францире иккĕ йĕкĕт сарăмсăр вилнипе массăллă пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ
Юпа, 28
тӳрлет- 1628 — Ла-Рошель, франци протестантизмĕн тĕп тытăмĕ, парăнать
- 1886 — Бедлоу утравĕ çинче Çĕнĕ Йорк бухтинче Ирӗклӗх статуйине (капăрл.) уçнă
- 1893 — Пётр Чайковский виличчен вуннă кун маларах Петербургра пурăнакансем пĕрремĕш ăстрăм унăн Патетика симфонине итленĕ
- 1918 — Австро-Венгри арканăвĕ: ирĕклĕ чехословак патшалăхĕ çуралать
- 1919 — АПШ конгресĕ «типĕ саккуна» йышăнать
- 1941 — Франклин Рузвельт СССР çине ленд-лиз саккунăн сĕмне сарать
- 1965 — Иккĕмĕш Ватикан соборĕ: Nostra Ætate деклараципе еврей халăхĕн Христос пирки айăплăхне сирнĕ
- 1995 — Баку метровĕнче электропуйăса вут хыпса илнĕ, 289 çын пĕтнĕ
Юпа, 29
тӳрлетРеспублика кунĕ Турци (1923)
- 1787 — Сослови театрĕнче Моцартăн «Дон Жуан» оперин премьери иртнĕ
- 1863 — Хĕрлĕ Хĕресĕн Тĕнчери Комитетне йĕркеленĕ
- 1888 — Боркăра (капăрл.) император пуйăсĕ çапăннă
- 1918 — Раççейри çамрăк коммунистсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ
- 1945 — Çĕнĕ Йоркра пĕрремĕш ăстрăм шарик ручкисене сутма пуçланă
- 1955 — «Новороссийск» линкор кĕтмен çĕртен Севастополь бухтинче сирпĕнсе каять
- 1956 — Суэц кризисĕ: Икĕпата Израиль çарĕ тапăнса кĕрет
- 1998 — космоса чи ватă астронавт, Джон Гленн хăпарнă
Юпа, 30
тӳрлетПолитика репрессинне лекнисен астăвăм кунĕ
- 1918 — Хусанти РКП(б) кĕпкомĕнче чăваш секцине йеркеленĕ.
- 1918 — Осман империйĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчен тухать
- 1937 — Çĕртен инçех мар Гермес астероид вĕçсе иртет
- 1938 — «Тĕнчесен вăрçи» романăн радиоверсине эфира кăларсан АПШ-ра паника сиксе тухнă
- 1961 — Çĕнĕ Çĕр çинче «Бомба-патшана» сирпĕтнĕ
- 1973 — Европăпа Ази хушшинче Босфор кĕперĕ уçăлнă (капăрл.)
- 1990 —политика репрессине лекнисене астума Соловки чулне хунă
- 1995 — Квебекăн ирĕклĕх ыйтăвĕн референдумĕ
- 2005 — Дрезденре Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен Фрауэнкирхе чиркĕвне çĕнетнĕ хыççăн таса сывлăш кĕртнĕ
Юпа, 31
тӳрлетХэллоуин — «Мĕнпур тасасен кунĕ» умĕнхи каç.
- 475 — астула Анăç Рим империн юлашки императорĕ ларать
- 1517 — Мартин Лютер хăйĕн 95 тезисне Виттенбергри чиркӳн алăкĕ çине çакса хурса Реформацие тапратса ярать
- 1892 — Артур Конан Дойль «Шерлок Холмсăн приключенисем» кĕнекене пичетлесе кăларать
- 1922 — Муссолинин хура кĕпеллисем Рима çитсе мăнаç маршĕпе патша керменĕ кайнă
- 1956 — Суэц кризисĕ: Аслă Британипе Франци Икĕпата Суэц каналне уçтарас тĕллевпе бомбăлама тытăнать
- 1961 — Иосиф Сталинăн виллине Ленин-Сталин мавзолейĕнчен кăларса пытараççĕ
- 2000 — Multics ОС усă курнă юлашки компьютера чарса лартнă
- 2003 — Махатхир Мохамад 22 çул Малайзие тытса тăнă хыççăн ĕç вырăнне хăварнă